Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Чăваш Ен халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Ĕç çынни обществăра яланах ят-сум тата хисеп çĕнсе илнĕ. Пирĕн несĕлĕмĕрсем нумай ĕçленĕ тата пире халăх ăсĕ вĕрентнĕ пек пурăнма пилленĕ, "Ĕç ăнсан - пурте ăнать".

Этем хăйне шеллемесĕр тухăçлă ĕçлени - кашни çын пурнăçĕнчи ăнăçу никĕсĕ, Чăваш Ен чечекленĕвĕн палли. Пирĕн республика çултан çул хитререх те пуянрах пулса пырать. Хăватлă производство никĕсĕллĕ çĕнĕ заводсем уçăлаççĕ, ача çурчĕсем, шкулсем тата сиплев учрежденийĕсем, хальхи йышши спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ, ял-хуласем хăтлăланаççĕ, республикăра пурăнакансен социаллă тăнăçлăхĕ лайăхланать. Чăваш Ен Раççей регионĕсен хушшинче çурт-йĕр тăвас енĕпе лидерсенчен пĕри пулса тăрать.

Патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - Чăваш Енри ĕç çыннисен пурнăç пахалăхне ӳстересси. 2011 çулхи юпа уйăхĕнче пĕлтерĕшлĕ йышăну турăмăр - ĕç стажне тĕпе хурса "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсен йышне анлăлатрăмăр. Çак Указа пула республикăри кашни пиллĕкмĕш пенсионер республика тата федераци бюджечĕсенчен паракан социаллă пулăшу мерисемпе усă курма пуçларĕ.

Чăваш Ен экономикин тухăçлă ӳсĕмĕ пире паян социаллă пĕтĕм тивĕçе, обязательствăна, пурнăçлама май парать, ветерансем тĕлĕшпе йышăннисене те, ачасемпе çамрăксен умĕнчисене те.

Хаклă юлташсем! Çурхи ăшă хĕвел сире ырă кăмăл-туйăм тата çĕнĕ çитĕнӳсем тумашкăн хушма вăй парнелетĕр! Сире сывлăх, çĕкленӳллĕ кăмăл, тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн хастарлăх, малалла шанчăклă утмашкăн тивлет, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                    Михаил ИГНАТЬЕВ    

 



01 мая 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter