Елчĕк районĕ: «Йӑх вӑрманӗ» историллӗ драма

Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6-7-мӗш класра вӗренекенсем  Галина Веникова  вӗрентекен  ертсе пынипе «Йӑх вӑрманӗ» историллӗ драма курчӗҫ. Сценари режиссёрӗ – Нина Панина, сценари авторӗ, режиссёрӗ, художникӗ – Владимир Галошев.  Пурӑннӑ чух пурте телей кӗтеҫҫӗ, анчах пӗтӗмпех пирӗнтен килмест. Ӑрӑва малалла аталантарма ӗмӗтленнӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ламран-лама ар ҫынсем пӗтсе пыраҫҫӗ. Ĕмӗтленни пурнӑҫланмарӗ, йӑх вӑрманӗ кашламарӗ… Кам айӑплӑ-ши? Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫуртах  мӗн чухлӗ инкек, нуша илсе килмерӗ-ши? Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фронтрисене те, тылрисене те ҫӑмӑл килмен. Ветерансем умӗнче эпир пуҫ таятпӑр, тав сӑмахӗ калатпӑр. Никама та манман, нимӗн те манӑҫман.



12 мая 2014
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter