Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан канашлăва ирттернĕ

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен  тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2012 çулта  кăларнĕ 124№-лĕ Указĕ пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. 2013-2014-мĕш çулсенче Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче васкавлă пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе хушма мерăсем йышăннин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Министр каланă тăрăх, республикăра ял поселенийĕсенче медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме çителĕклĕ таран инфратытăм пулнине палăртнă. Ялсенче медицина пулăшăвĕ парассин ыйтăвĕсемпе çемье врачĕсем йĕркелесе яни питĕ вырăнлă пулнине асăннă. Ялсенче пурĕ медицина пулăшăвĕсем памалли  ятарлă уйрăмсем (çемье врачĕсем) - 79 шутланаççĕ, унсăр пуçне 43 амбулатори пур. Районсенчи тĕп больницăсем çумĕнче участковăй, васкавлă медицина  пулăшăвĕ памалли пайсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута янă. 2011-2013 çулсенче пахалăхлă васкавлă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă тухса çӳрекен врачсен бригадисен йышне ӳстернĕ. Ялта пурăнакансемшĕн, врач, специалистсем тĕрлĕ енлĕ пулни те питĕ паха. Сывлăх сыхлавне модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн сипленмелли учрежденисен пурлăхпа техника базине çителĕклĕ таран пуянлатнă. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсем, чире вăраха каяссинчен те чи малтанхи тапхăрта тупса пама ирĕк пани те курăмлă. 2013 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă Указпа килĕшӳллĕн, 20 тĕслĕх ФАПĕ уçнă, 2014 çул валли тата та 43 ФАП хута яма палăртса хунă. Унсăр пуçне 2014-2017-мĕш çулсене валли тата 2020 çулччен йышăннă федераллă программăна тĕпе хурса, федераци бюджетĕнчен субсиди пулăшăвĕпе 8 ФАП уçма палăртнă. 2012-2013 çулсенче «Земский доктор»  программа  ял тăрăхне 186 çамрăк специалиста явăçтарма май панă. Кăçалхи çул та асăннă программăна малалла тăсма йышăннă, ăна валли 61 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха пахалăхлĕ медицина пулăшăвĕ парас ыйтăва куçран вĕçертменнине асăннă. ФАП строительство ĕçĕсене тĕрлĕ ведомствăсенче тимлекенсене çирĕп асăрхасах тăма сĕннĕ. Канашлăва пухăннисем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине палăртса  республикăри районсемпе хуласенче тата тĕп хуламăрта ирттернĕ мероприятисем çинчен сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Александр Иванов районсемпе хуласенче пуринче те торжествăлла митингсем йĕркеленине, палăксем умне чĕрĕ чечек çыххисем хунине, уяв концерчĕсем пулнине палăртнă. Пĕтĕмпе, республика территорийĕнче, майăн 9-мĕшĕнче 170 яхăн тĕрлĕ йышши мероприятисем ирттернĕ, вĕсенче 93 пине яхăн çын хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мероприятисене пысăк шайра ирттернĕшĕн пурне те тав сăмахĕ каланă. «Пирĕн малашнехи тĕллев – Çĕнтерĕве 70 çул çитессине йĕркеллĕ ирттерме хатĕрленесси. Пирĕн, пурсăмăрăн та çитĕнекен ăрăва, Çĕнтерӳ пире парнеленĕ ветерансене сума сунма вĕрентесси», - тесе чĕнсе каланă Пуçлăх.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. Паянхи куна çурхи тата пăрçа йышши культурăсене 197 пин га çинче акса хăварнă, çĕр улмине 4 пин те 834 га çинче лартнă. «Çурхи ĕçсем пур те планпа пăхса хăварнинчен маларах пыраççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илес пулсан, 45 пин га нумайрах акнă», - тесе пĕлтернĕ министр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине каланă. Уйсенче пĕрремĕш çарана тухма техникăсем хатĕррипе хатĕр маррине ятарлă службăсене пăхса тухма сĕннĕ. Паянхи канашлăва пухăннисем, Чăваш Енре çу уйăхĕн 19-24 –мĕш кунĕсенче халăхсем хушшинче ирттерекен VII-мĕш кинофестивале хатĕрленессин ыйтăвĕсене те тишкернĕ.



12 мая 2014
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter