Çĕре çити тайма пуç сире, паттăрсем! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн, эпир сирĕн умăрта ĕмĕрлĕхех парăмра

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 69 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла митинга хутшăннă. Торжествăлла пулăма Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем, тĕрлĕ служба пуçлăхĕсем тата та нумай яваплă сумлă хăнасем пуçтарăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Раççей çыннисем ĕмĕрех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксем, тыл ĕçченĕсем умĕнче парăмра пулнине асăннă. Салтаксем хăйсене шеллемесĕр, тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, тыл ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерӳшĕн ырми-канми вăй хунă, пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. «Пирĕн тĕллев - Тăван çĕр-шывăн  Аслă вăрçине хутшăнса паттăрла ĕçсем кăтартнă тĕслĕхсем çинче, çитĕнекен пулас ăрăва воспитани парса ӳстересси. Ку ыйту, шăпах паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлташла Украинăра пулса иртекен киревсĕр ĕçсем пирки асăнма хăрушă. Çакнашкал пăтăрмахсем пирĕн çĕр çинче нихăçан та ан пулччĕр», - тесе чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче Михаил Игнатьев. Пурне те çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç, иксĕлми телей, ырлăх суннă. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Алексей Алексеевич Яковлев хăйĕн сăмахĕнче 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне еплерех ăна чĕнсе илни çинчен чарăнса тăнă, Финлянди вăçинче хутшăннине, вăрçăн тумхахлă çулĕсенче танкпа ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Çитĕнекен çамрăксен ячĕпе, пухăннă мĕн-пур ветерансене, Шупашкарти 36№-лĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан кадетсен классĕнче вĕренекен Марина Семенова тав сăмахĕ каланă. Митинг пулнă хыççăн, ятарлă парад иртнĕ. Уяв парадĕнче 1200 яхăн çын хутшăннă, 60 единица ытла çар техникисене тăратнă. Парадра вăй ведомствисем, Афганистанра пулнă салтаксем, Çурçĕр Кавказра хутшăннă паттăрсем,  кадетсен шкулĕсенчен пухăннă яш-кĕрĕм тата та ытти паттăрсем хутшăннă. Чи сумлă та историллĕ пулăма çар техникисем илем кӳнĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче Хĕрлĕ тӳремре салтак пăттине те йĕркеленĕ, кунта кашни асамлă апата çисе пăхма пултарнă. Тĕплĕнрех



12 мая 2014
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter