Тăвай районĕ: планеркăра сỹтсе явнă тĕп ыйтусен шутĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесси

Район администрацийĕнчи ĕнерхи планеркăра сỹтсе явнă тĕп ыйтусен шутне çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлессине, шкулсенче "Юлашки шăнкăрав" мероприятие кĕтсе илме хатĕрленессине кĕртмелле.

Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче 9490 га тĕш тырă (планпа пăхнин 91 проценчĕ), 570 га - пĕр çул, 292 га нумай çул ỹсекен курăксем акнă, 40 га çĕр улми лартнă.

Майăн 23-мĕшĕнче - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан районти учрежденисенче "Юлашки шăнкăрав" савăнăçлă мероприяти. Ăна йĕркелесе ирттерессипе район администрацийĕ постановлени кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн "Юлашки шăнкăрав" мероприяти умĕн тата мероприяти вăхăтĕнче магазинсемпе ларексенче эрех-сăра, сидр, пуаре, кăрчама сутассипе чараксем пур. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ун пирки 3 кун малтан суту-илỹ организацийĕсене, уйрăм предпринимательсене пĕлтерсе хумалла.

Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан М.Степанов хăйсен сферинчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çак эрнере "Аниш-Тушкил" çул çинчи путăк-шăтăксене саплас ĕç вĕçленет, малалла Тенеяльнелле каякан çула юсассипе тимлĕç. "Ял территорийĕсене тикĕссĕн аталантарасси" федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçласа, унта хутшăнакансен списокне республикăн Ял хуçалăх министерствине тăратнă. Район центрĕнче çынсене юхăннă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас ĕç малалла пырать, вĕсем валли Ленин проспектĕнче ятарласа çурт тĕксе лартаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарассипе те, кил картишĕсене юсассипе те тимлеççĕ.

Районсем хушшинчи налог службин специалисчĕ В.Алексеева район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пур шайри бюджетсене 21498 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутра район бюджетне _ 12956 пин тенкĕ (çулталăкри бюджетăн 29,8 проценчĕ чухлĕ). Пурлăх тăрăх илекен налога, çĕр налогне тата транспорт налогне тỹлессипе парăмсем пур. Вĕсене çийĕнчех татма тăрăшмалла.

Планеркăра харпăр хăй сферинчи ĕç-хĕл пирки полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, районăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ А.Шакин хыпарланă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке должноçри яваплă çынсене ĕçсене йĕркелессипе тĕрлĕ хушусем панă.

Çак эрнери ĕçсем:

майăн 14-мĕшĕнче - наркотиксемпе кĕрешекен тата çул çитменнисемпе вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ;

майăн 15-мĕшĕ - ял тăрăхĕсем хушшинчи Тăвайри культурăпа кану центрĕнче "Çемье кунĕ" уяв.

 



13 мая 2014
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter