Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулнă

 Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулнă. Чи малтанах, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Е. Андреев ячĕллĕ СХПК-ПЗра планпа пăхса хăварнă 300 га çинче, паянхи куна 200 га çурхисене акса хăварнă. Ертӳçĕ Виталий Семенов, хăйĕн сăмахĕнче, хуçалăхра уйрăм технологине пăхăнса ĕçленине, им-çамламалли тĕрлĕ йышши удобренисемпе усă курманнине асăннă. Суворов ячĕллĕ СХПКра уй-хир ĕçĕсене çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăннă.  Кооперативăн пысăк пуласлăх, юлашки çулсенче хуçалăх техника базине  куç кĕретех çĕнетсех пырать, унсăр пуçне тата хуçалăхра 212 ĕне шутланать, 2015 çул тĕлне, вĕсен йышне 300-ре çитерме палăртса хунă. Хĕрлĕ Чутайри «Нива» СХПКра, республика Пуçлăхĕ кукуруза акма хатĕрленĕ çĕр лаптăкне пăхса çаврăннă.  Хуçалăх асăннă культурăпа пĕрремĕш çул мар ĕçлесе пырать, кăçал вăрлăха шăматкунран акма хатĕрленнĕ. Паянхи кун тĕлне, хуçалăх 105 процент таран çурхисене акса хăварнă. Планпа илнинчен ытларах ĕçе пурнăçлани савăнтарать. Хыççăн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Коминтерн» СХПК ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăх ертӳçи, Альбина Новикова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне, акса хăвармалли ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланăпа пĕрех тенĕ. Кăштах, халлĕхе пиçсе çитеймен çĕр лаптăкĕ çеç суйланса юлнине асăннă. Унсăр пуçне экспериментлă майпа 25 тĕслĕ кукуруза тата суданский курăк  вăрлăхĕсене акса хăварма пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, паян хуçалăхсенче 30 çул каялла ĕçлесе пынă пек май килмест, экономика йĕрки хăйĕннех ыйтать, тен çавăнпа та пулĕ кашни хуçалăх хăйне евĕр  агротехнологипе ĕçе пурнăçлама тăрăшать, - тенĕ.  «Паян ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çĕр ĕçĕ çăмăлах маррине аван чухлаççĕ.  Вĕсем хăйсем çине илнĕ яваплăха, чунтан тăрăшса пурнăçласа пыраççĕ. Пур те пурлăха, тухăçа пĕлтĕрхи çулран ытларах пуçтарса илесси пирки шанаççĕ», - тесе каланă паянхи çул çӳревĕн ĕçне пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



13 мая 2014
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter