Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ пулма Светлана Енилинăна Указа алă пусса çирĕплетнĕ

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ пулма Светлана Енилинăна Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Аса илтеретпĕр, Светлана Енилина 2010 çул авăн уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ пулса ĕçленĕ. 2014 çул нарăс уйăхĕн 23-шĕнчен ăна вăхăтлăха Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс ĕçне пурнăçласа пыракан министр пулма çирĕплетнĕ пулнă. Михаил Игнатьев Светлана Енилинăна тивĕçлипе ĕçлесе пынишĕн тав тунă. «Паян, Сире, Чăваш Республикинчи финанспа кредит тытăмĕн политикин, республика бюджетĕнчи тăкаксен пайне оптимизацилесси ĕçе шанса паратпăр. Бюджетри кашни пуспа эффективлă усă курмалла. Сирĕн пуян опыта пула, эпир шансах тăратпăр, палăртнă ĕçсене яваплăха туйса ĕçлесе пырасса», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев, Чăваш Ен халăхĕшĕн, шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçлама сĕннĕ. Тĕплĕнрех



13 мая 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter