Май уйăхĕ - пысăк çитĕнÿсемпе

 Май пуçламăшĕ Москакассинчи информациипе культура центрĕнче ĕçлекенсемшĕн тата кунти артистсемшĕн пысăк çитĕнÿсемпе пуçланчĕ. Майăн 1 -мĕшĕнче «Калинка» тĕслĕх ташă ушкăнĕ Хусанта пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен V - мĕш «Виктория» фестиваль - конкурса 5 - мĕш çул хутшăнчĕ. Çав тери нумай ушкăн хутшăнчĕ çак конкурса. Питĕ вăйлă ташă ушкăнĕсем пулчĕç кунта. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пулчĕç ташлакан ушкăнсем. Çапах та пирĕн ташă ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне питĕ тивĕçлĕ шайра кăтартса, «халăх» ташшисем хушшинче 2 - мĕш степенлĕ дипломпа тата асăнмалăх парнепе таврăнчĕ.

    Майăн 3 - мĕшĕнче икĕ ташă ушкăнĕ (аслă тата вăтам ушкăнрисем) Шупашкарта пĕтĕм халăхсем иртекен «Национальное достояние» конкурсра та хутшăнчĕç. Кунта та питĕ вăйлă ушкăнсем пулчĕç. Пирĕн Москакасси çамрăкĕсем кунтан та ахаль таврăнмарĕç. Аслă ушкăнрисем 2-мĕш степенлĕ, вăтам ушкăнрисем 3 - мĕш степенлĕ диплома тата парнесене тивĕçрĕç. Мĕне пĕлтерет - ха çакă? Çулталăк хушшинче алла усса ларманнине тата ташăсене тăрăшса вĕреннине кăтартса парать çакă. Палах ташăсене И.В.Петрова тĕплĕн хатĕрлесе, ачасене сцена çине çирĕппĕн тухма вĕрентнипе çыхăннă. Пысăк опыт пухнă ертÿçĕ чăннипех те хăйĕн ĕçĕ патне тивĕçлĕ шайра тытса пыни курăнать. Апла пулсан, çак ташăçăсене тата вĕсен ертÿçине малашне те пысăк çитĕÿсем туса пыма сĕнетпĕр! Ăнăçу сире!

   Çавăн пекех пирĕн «Шураппа» фольклор ушкăнĕ тата Дарья Макарова çамрăк юрăç районта ирттернĕ «Я ПОМНЮ!, Я ГОРЖУСЬ!» Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă 2-мĕш фестивале хутшăнчĕ.

   Çĕнтерÿçĕсем вара майăн 9 - мĕшĕнче гала концерта хутшăнма тивĕçрĕç. Пирĕн «Шураппасем» тата Дарья Макарова çак санăçлă уява хутшăнма тивĕçрĕç. Вера Ивановна Беспаловăпа Софья Никитична Ершова «Алёша» юрăпа, Дарья Макарова лауреат ятне илме тивĕçрĕç тата хаклă парнене тивĕçрĕç. «Шураппа» ушкăн вара вăрçă вăхăтĕче салтака ăстнă юрăна юрласа 1 - мĕш степенлĕ диплома илме тивĕçрĕ. Ку паллах, вĕсемшĕн çав тери пысăк парне пулчĕ. Чăннипех те юрăсене халăхăн чĕрине кĕрсе вырнаçмаллах пĕтĕм чунтан юрларĕç пирĕн артистсем. Вĕсене те чунтан тав туса малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр эпир Москакасси тăрăхĕнче пурăнакансем!

     Москакасси тăрăхĕнче чăннипех те маттур та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Ĕçре те, ташă - юрăра та пур çĕрте те хăйсене лайăх енчен кăна кăтартма пултараççĕ. Тавах çавăн пек маттур çынсем пирĕн тăрăхра пурăннишĕн!

        Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Г.Голубева



14 мая 2014
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter