Елчĕк районĕ: телей - пĕр-пĕрне юратнинче

Акчелĕнчи Кĕпер кассинчи пĕрремĕш çуртра пурăнакан Московскисен хуçалăхĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Виççĕмĕш тĕпренчĕкне çуратсан çурта пысăклатма тĕллев тытнă çамрăк мăшăр. Иртнĕ эрнере никĕсне янă, çитессинче хăпартаççĕ. Çавăнпа та Николайпа Татьянăн пĕр канăç та çук.

- Шухăшĕ унчченех пулнă-ха, анчах укçи-тенкине пухма çăмăл мар-çке. Мускав тăрăх çỹреместпĕр, мул пуçтарас тесе темиçе çул выльăх-чĕрлĕх усратпăр, - тет Татьяна Анатольевна.

Нумай ачаллă амăшĕ çурт тума пулăшма килекен халăха тутлă апат-çимĕçпе сăйлас тесе тăрăшать. Çав вăхăтрах пахчара тăрмашмалла: çĕр типсе кайиччен пурне те акса-лартса хăвармалла. Николайпа Таня яланах юнашар тăрса ĕçлеççĕ.

Маттур хĕре ялтан кăлармаççĕ тенĕрен, хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕн хĕре Николай шкул вăхăтĕнчех вăрттăн куç хывнă. Унтан иккĕшĕ туслă çỹреме пуçланă. Нумай та вăхăт иртмен, ялта шеп туй кĕрленĕ. Унтанпа 13 çул хыçа юлнине сиссе те юлайман телейлĕ мăшăр.

Çулсем иртнĕçемĕн çемье савăнăçне ачасенче тупма тăрăшнă. Йăх-несĕле пĕтме парас мар тесе чи малтан ывăл çуратнă, унтан - хĕр. Тăхăр çул иртсен вара çемьене виççĕмĕш тĕпренчĕк килнĕ. Хăйсем кĕтнĕ пекех ывăлпа савăнтарнă мăшăрĕ Кольăна.

Çемьере кĕçĕнни пулнăран Николай тĕп кил вучахне сỹнме памалла маррине ăнланнă. Ялта тĕпленнĕ. Хунямапа пурăнасси хăратман çамрăк кине. Клавдия Федоровна ялти типтерлĕ те харсăр хĕрарăм. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн ывăлĕсемпе пурăннă. Пахча çимĕç туса илме ăста. Таня кинĕ те хунямăшĕнчен юлмасть. Малтанах помидор е ытти калчасем лартса пулăшнă пулсан, халĕ кинĕ хăнăхнă. Ватлăх хăйĕннех тăвать, урисем ыратнипе аптăранăран амăшне йывăр ĕçсенчен хăтарасшăн. Çавăнпа та ывăлĕпе кинĕ кил картинче вăй хунă чухне вăл хаваспах пĕчĕк мăнукĕпе ларать.

Даниилшăн пиччĕшĕпе аппăшĕ те каçсах каяççĕ. Çулла коляска туртса уçăлма илсе тухать Диана шăллĕне. Аслисем Г.Борисов ертсе пыракан фольклор ансамбльне хаваспах çỹреççĕ. Ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та пултараççĕ Дениспа Диана. Турă панă пултарулăх йăхран-йăха куçатех-тĕр. Татьянăн ашшĕ ялта ăста купăсçă пулнă. Амăшĕн пĕлмен юрă çук. Кукашшĕ вара ялти чи ватă купăсçăсенчен пĕри. Тăвансемпе пĕрле пуçтарăнсан кĕрекере илемлĕ юрăсем шăранаççĕ вара. Ачасем аслисенчен чăваш юрри-ташшине вĕренсе ỹсеççĕ.

Туслă çемье кил хушшинчи ĕçсене ачисене явăçтарма тăрăшать. Денис ытларах ашшĕпе юнашар тăрăшать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран курăк нумай хатĕрлемелли куç кĕрет. Ашшĕ пушă мар чухне пĕлтĕрех мотоблокпа курăк турттарчĕ улттăмĕш класра вĕренекен Денис. Кирлех пулсан амăшĕ те аптăраса тăмасть. Мотоблок хыçне тележка кăкарать те хирти анаран курăк çулса таврăнать.

Çемье пуçĕ, Николай Николаевич, малтанах тĕрлĕ çĕрте тăрăшрĕ. Мускав çулне те çывăхлатрĕ пĕр тапхăр. Çапах та темле укçа-тенкĕ те çемьепе юнашар пулнине çитмест. Çавăнпа та районти почтамта вырнаçрĕ. Унта вăл почта турттаракансемпе çỹрекен пулса тăрăшать.

Татьяна Анатольевна 2002 çултанпа почтальонкăра тăрăшать. Патреккел çыннисене хаçат-журнал çырăнтарас, вăхăтра пенси-пособисемпе тивĕçтерес ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать вăл. Ял çыннисем çепĕç калаçакан почтальонкăпа кăмăллă. Ватăсем çутăшăн, телефоншăн тỹлеме те укçа-тенкĕ ăнах парса яраççĕ. Кашнине пулăшма васкать вăл. Хальхи вăхăтра отпуск илсе çулталăк та виçĕ уйăхри ывăлне пăхать.

- Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшать. Акă эпир амăшĕн капиталне, ЧР Пуçлăхĕ уйăракан 100 пин тенке тивĕçрĕмĕр. Вĕсене хальлĕхе расхутламан-ха. Пурăна киле усă курма май пурри савăнтарать. Унсăр пуçне пире çĕр лаптăкĕ те уйăрса панă, унта нумай çул ỹсекен курăксем ỹстересшĕн. Вăкăрсене хĕл каçма апат сахал мар кирлĕ, - тулли кăмăлтан калаçать виçĕ ача амăшĕ.

- Ялти пỹрт ача, картиш выльăх сассипе илемлĕ, - теççĕ Московскисем пĕр шухăшлăн. - Эпир ачасене юрататпăр. Кĕçĕнни вара пушшех хăй патне илĕртет.

Çемье пĕр çăвартан пурăннипе телейлĕ. Килĕшỹллĕ çемьере юратун иксĕлми çулăмĕ ялкăшать кăна. Пĕр-пĕрне куçран пăхса малашлăх тĕллевĕсем палăртса пурнăçа малалла тăсма, ачасене çĕр-шыва юрăхлă та усăллă çын пулса ỹстерме тăрăшаççĕ Николайпа Татьяна Московскисем.

 



14 мая 2014
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter