Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çемье - ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ, наци культурин, пурнăçăн çирĕпленнĕ йăлисен, çĕнĕ ăрусем аслисен ĕçне малалла тăсмалли йĕрке управçи. Юрату тата пĕр-пĕрне хисеплесси çинче никĕсленнĕ çирĕп çемье - обществăри тăнăçлăхпа аталану, Чăваш Енпе Раççейĕн ырă пуласлăхĕн никĕсĕ.

Мĕн пур çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене çирĕплетесси, ачаллă çемьесене пур енлĕн пулăшасси патшалăх политикинче тĕп вырăнта. Ача амăшĕпе ачалăха сыхламалли программăсем, нумай ачаллă çемьесене тĕревлемелли хушма мерăсем йышăннă. Федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕсене, виççĕмĕш ачашăн паракан пособи тӳлетпĕр, нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса паратпăр, социаллă пулăшăвăн ытти мерипе усă куратпăр.

Пĕлтĕр 3 çултан аслăрах ачасем тĕлĕшпе ача сачĕсенчи черетсене пĕтернĕ, 2015 çулта вара мĕн пур ачан шкулчченхи вĕренĕвне тивĕçтерĕпĕр.

Çемьен ачана воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл сывă пулни çеç çителĕксĕр, чăн-чăн çын çитĕнтĕр - ку хисепе тивĕç йывăр ĕç. Çавăнпах "Юратупа шанчăклăхшăн" орден туса хунă, унпа мăшăрланса 50 тата ытларах çул пĕрле пурăнакан, çирĕп, сывă, йĕркеллĕ, пĕр-пĕрне юратнипе хисеплени çинче никĕсленнĕ, ачисене - Раççей Федерацийĕн лайăх гражданĕсене - çитĕнтернĕ çемье йĕркеленĕ мăшăрсене наградăлатпăр.

Паян эпир тĕрĕс çул суйласа илнĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра халăх йышĕ хăй тĕллĕн ӳссе пынине палăртатпăр, çемьесенче виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш ачасем ытларах çуралаççĕ. Иртнĕ çулталăкра çеç Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ 10 процент хушăннă.

Хаклă туссем, пирĕн кăтартусем лайăх, анчах ăнтăлмалăх тĕллевĕмĕрсем пур. Пурне те сывлăх, телей тата ăнăçу сунатăп. Çĕнĕ кашни кун сире илĕртӳллĕ самантсем парнелетĕр, савăнăç, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм, çитĕнӳ кӳтĕр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                    М. ИГНАТЬЕВ



14 мая 2014
07:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter