Влаç органĕсенчи ĕçĕн эффективлăхĕн кăтартăвĕсемпе, Чăваш Ен РФ 20 лидер-регионсем йышне кĕнĕ

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чи малтанах республика Пуçлăхĕ РФ субъектсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлне хакланин кăтартăвĕсемпе регионсен рейтинг ĕç пĕтĕмлетĕвĕ пирки чарăнса тăнă, палăртнă кăтартăва виçĕ çулхи тапхăрпа пĕтĕмлетни çинчен пĕлтернĕ.  Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕ эффективлăх рейтингĕнче куç кĕретех хăйĕн ӳсĕмне кăтартнă, 20 чи лайăх ĕçлесе пыракан лидер-регионсем шутне кĕнĕ. Унччен пирĕн республика (2012 çулта) 28-мĕш вырăнта çеç тăнă, 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, ӳсĕм вара савăнтарать, 20-мĕш вырăна тухнă. Эффективлăх пахалăх формулине экономика аталанăвĕ - 50 процент, социаллă тытăм кăтартăвĕсем – 30 процент, халăхран ыйтса пĕлнĕ кăтартусем – 20 процент кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, РФ 40 субъектсен 2013 çулхи ӳсĕм чакнă, 39-шĕн  ӳснĕ, 4-шĕн вара кăтарту улшăнман. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, 2012 çултан пуçласа кашни региона субъектсене валли Федерацийĕн 12 комплекслă тата 2 харпăр хăй тĕллĕн пăхса тухмалли кăтартусем тăрăх хакланине каланă. Чăваш Ен, пĕчĕк тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем калăпласа кăларакан таварсен çаврăнăшĕн кăтартăвĕ, ыттисенчен пысăк пулнипе, налук пухассипе тата налук тӳлемелле мар тупăшсен калăпăшĕпе те,  пурăнмалли çурт-йĕрсем хута ярассипе, ĕçсĕррисен хисепĕ пĕчĕк пулнипе  ыттисенчен лайăх енпе уйрăлса тăрать. Пирĕн республикăра чи лайăх кăтартусенчен пĕри - ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасен хисепĕ сахал пулни, вилекенсен шучĕ чакни те паха. Халăхсенчен ыйтса пĕлнин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра пурăнакансем, влаç органĕсенче ĕçлекенсене шанни  савăнтарать. «РФ Правительстви палăртнă 14 ĕç кăтартăвĕсенчен 11 индикаторне эпир пурнăçланă. Динамикăра пирĕн кăтартусем тивĕçлипех титвĕçлĕ. Пур, паллах, хăш-пĕр енĕсемпе эпир ĕçсене туллин пурнăçласа çитереймен, ППЭ шкултан вĕренсе тухакансем кирлĕ пек шайра тытманни сисĕнет», - тенĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, влаç органĕсен ертӳçисене, кăтартусене палăртнă виçене çитерейменнисене, пурне те тепĕр хут тĕплĕн тишкерме, сăлавĕсене палăртма сĕннĕ. «Пирĕн резерв çителĕклĕ. Кăçалхи çул тăватă уйăхри ĕç кăтартăвĕ паха, экономика аталанăвĕн шайĕ ӳснĕ. Пирĕн, малашне те çак лайăх ӳсĕме тытса пыма тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Правительствин ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин финанспа çыхăннă Саккунне кĕртмелли улшăнусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Ку хутĕнче транспорт налукĕсем пирки те калаçнă. 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен Чăваш Енре йышăннă налуксен ставки, транспорт налукĕн виçи, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, чи пĕчĕк пулни курăнать. Республика Пуçлăхĕ халăхпа тĕл пулнă самантсенче яланах çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене хускатнине асăннă. Ĕçе пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курма чĕнсе каланă. Кашни тенкипе çур-йĕр таврашĕсене тирпей-илем кӳртес, çулсене сарас ĕçсенче усă курмалла. Чăваш Енĕн финанс министрĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2014 çул çу уйăхĕн пĕрремĕш тĕлне епле пурнăçланнин ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Чăваш Ен Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, çӳлерех асăннă кăтартупа, субъектсем хушшинче 4-мĕш вырăнта тăрать.  Бюджет укçи-тенкине ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама тăкакланнине палăртнă. Кăçал 14 ача сачĕ хута кайĕ, вĕсенче 4845 пепкене валли вырăн тупăнĕ. Спорт объекчĕсенчи юсав ĕçĕсене те малалла тăсма палăртнă. Çынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерс ыйтăва та кулленех пурнăçлама тĕллев лартнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков 2014-2015 çулсенчи кĕркуннепе хĕлле хутса ăшăтмалли тапхăрти ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме 3 млрд. тенкĕ укçа уйăрма палăртнине асăннă. Михаил Игнатьев топливо, энергетика ресурсĕсемпе усă курнишĕн пуçтарăннă парăм ыйтăвĕсемпе çивĕч ĕçлеме хушнă. Çынсене паян, вăхăтра тӳлеттерме вĕрентмелле, парăма ӳстерме памалла мар», - тесе каланă Пуçлăх. Канашлура çамрăк çемьесене валли 2013 çулта уйăрнă укçана республикăри районсемпе хуласене куçарасси пирки палăртса хăварнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх таварĕсене тирпейлекенсене, АПК организацийĕсене  парса тивĕçтерекен субсидисем çинчен чарăнса тăнă.  2014 çулта ял тăрăхĕсенче, комплекслă пурăнмалли çуртсен лаптăкĕсене çавăрма хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртме федераци тата республика бюджетĕнчен 81,6 млн. тенкĕ куçарма йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2015-мĕш çул тата планпа пăхса хăварнă 2016 тата 2017 çулсене валли республика бюджетĕнчен уйăрса патшалăх программисене пурнăçа кĕртмелли ыйтусем пирки калаçнă. Министр 2013 çулта Чăваш Республикин мĕн пур палăртнă программисем пĕтĕмпех пурнăçланнине тата вĕсем пĕлтерĕшĕ енчен пур те пысăк эффективлăхлă пулнине асăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкерсе тухнă. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннисене эффективлă ĕçлесе пыма чĕнсе каланă.



14 мая 2014
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter