Патăрьел районĕ: Шупашкар юрăçисем хăнара Аслă Чемен ял тăрăхĕнче

Çак кунсенче Аслă Чемен ял поселенине кĕрекен Тури Чакă ялĕн культура çуртне чăвашсен паллă юрăçисем килсе çитрĕç. Сергей Павлов, Полина Борисова тата пирĕн ентеш Андрей Думилин хăйсен юррисемпе халăха савăнтарчĕç. Пĕринчен-тепри питĕ кăмăллă юрăсем шăрантарчĕç вĕсем.

Ял халăхĕ артистсене тав туса, юратнă юрăçсемпе уйралас килменнине пĕлтерсе, темĕнччен алă çупрĕ. Вĕçĕнче культура çурчĕн директорĕ Вячеслав Гордеев ял халăхне курма килнишĕн, юрăçсене,палах, илемлĕ концершăн тав туса сывлăх сунчĕ.

 



14 мая 2014
13:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter