Чăваш Енре граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарас ыйту палăртнă вăхăтран чылай маларах пурнăçланса пырать
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Селектор канашлура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче 2012 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен куçарас ыйтупа программа еплерех пурнăçланни пирки пăхса тухнă. Раççей Правительствин йышăнăвĕсене тишкернĕ, регионсене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас тĕлĕшпе парса тивĕçтернĕ пулăшусемпе усă курни çинчен сӳтсе явнă, çĕр-шывĕпех регионсенче йышăннă программăсем пурнăçа кĕнине пăхса тухнă. Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче, программăпа килĕшӳллĕн хушса тӳлемелли укçан виçине тепĕр хут пăхса тухнине палăртнă, регионсен, хăйсен енчен уйăрмалли укçан тăкакĕн виçине пĕчĕклетни пирки асăннă. Ыйтăва пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 34 млрд. 600 млн. тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Енчен те маларах çĕр-шыври регионсен 62 процента çити хăйсен бюджетĕнчен укçа уйăрмалла пулнă пулсан, халĕ вара вĕсем 50 процентран çеç кая мар тăкакланмалла. Çавăн пекех асăннă ыйтупа 185№-лĕ Федераллă саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ пирки те чарăнса тăнă. Михаил Мень палăртнă ылмашусем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пурсăмăр умне те лартнă тĕллевсене пурнăçлама лайăхрах мелсем панине, граждансене аварийлĕ çуртсенчен куçарас ыйтăва вăхăтра тата кирлĕ пек татса пама пулăшнине шанса каланă. Канашлура Федерацийĕн 15 субъекчĕсенче çеç çӳлерех асăннă ыйтăва вăхăтра пурăçласа пынине асăннă, 7-шĕнче вара граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарас ыйту лайăх пурнăçланнине палăртнă, вĕсен шутне Чăваш Ен те кĕнине каласа хăварнă. Чăваш Республикинче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас адреслă программăпа 2013-2017 çулсенче 13,3 пин çынна пулăшу кӳме палăртнă (5 пин çемье). Вĕсене валли пурĕ 4979,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă (вĕсенчен Фонд шучĕпе – 2436,2 млн.тенкĕ, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен – 2106,4 млн. тенкĕ, вырăнти бюджетсенчен – 311,5 млн.тенкĕ, бюджетран мар çăл куçсенчен – 125,5 млн. тенкĕ уйăрнă). Селектор канашлăва хутшăннисем пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвĕсене татса памаллин çул-йĕрĕсене те сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех