Чăваш Енре влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе бизнес-пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени куç кĕретех, ăна пула, республикăра инвестици климатне лайăхлатса ӳстерсе пыма аван

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче  республикăн Инвестици климатне лайăхлатас канашĕн кулленхи ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Пухăннисем умĕнче, республика Пуçлăхĕ Раççей Правительстви виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтингăн малтанхи кăтартăвĕсене палăртнине асăннă. Кăмăллă хыпар: Чăваш Ен 2013 çул кăтартăвĕсемпе рейтингра самай çӳлелле çĕкленнĕ, 20-мĕш вырăна тухнă. Пĕтĕмлетӳ никĕсĕнчи кăтартусем чăннипех анлă: инвестицисен, бюджета хывакан налуксен калăпăшĕ, продукци çаврăнăшĕ тата ытти те. Çавăн пекех çынсен тупăшĕн виçине, ĕçсĕрлĕх шайне, пурнăç тăршшĕне тата ыттине те шута илнĕ - ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен шучĕ таранах. Çак кăтартусемсĕр пуçне халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмсен пĕтĕмлетĕвĕсене те тĕпе хунă. «Чăваш Енре влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе бизнес-пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени куç кĕретех, ăна пула, республикăра инвестици климатне лайăхлатса ӳстерсе пыма аван», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Асăннă ĕçе малашне те кирлĕ пек шайра тытса пыма сĕннĕ,  мал ĕмĕтлĕ, таса та тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан предпринимательсене, çĕнĕ производство уçаканнисене, тивĕçлĕ ĕç укçипе, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлекен ăстаçăсене май килнĕ чух пулăшу кӳме палăртса хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăри инвестици пайне хакланин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă.   Министр каланă тăрăх, пирĕн республикăна инвестици хывассин илĕртӳллĕхĕ – инфратытăм кирлĕ пек шайра аталанса çĕнелсе пыни, - тенĕ. «Эксперт РА» агенствăн рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен самай çӳллĕ шайра (Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче – 22-мĕш вырăнта тăрать).  Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, вĕсем муниципалитета еплерех ивестице явăçтарнин опычĕпе паллаштарнă. Калăпăр, 2013 çулта 24 проекта пурнăçа кĕртме май килнĕ, вĕсене пула, 121 хушма ĕç вырăнĕ тупăннă. Хальхи тапхăрта, районта  33 инвестици проекчĕ пурнăçланать, вĕсене валли 4 млрд палăртса хунă, малашне тата та çĕнĕрен 500 хушма ĕç вырăнĕ пулĕ. Патшалăх парса тивĕçтернĕ пулăшусем пирки, хăйсен инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме майсем тупса пани çинчен «Комбинат питания № 1» ООО генеральнăй директорĕ  Иван Павлов тата учредитель «ФитоПродукты»  ООО,  «Агрофирма «ИПСО»  пĕрлешĕвĕн директорĕ Анатолий Яруткин тĕплĕн паллаштарнă.  Улатăр районĕн Атрать салинче, строительство хатĕрĕсене калăпласа кăларма ирĕк паракан «Стройкерамика» ООО инвестициллĕ проекта пăхса тухнă, ăна приоритетлă тесе йышăннă. Асăннă инвестици проектне пурнăçласан, кунта калăпланакан тавара вырăнта пур тăм, хăйăр тата  ытти хатĕрсемпе усă курма палăртса хунă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 млрд.300 млн. тенкĕ, вăл хута кайсан çынсене валли 134 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупăнĕ, вĕсен ĕç укçин шайĕ 15 пине яхăн пулассине те палăртнă. Пĕлтĕр кĕркуннерен кунта строительство ĕçĕсене пуçланă, Улатăр районĕнче пурăнакан 12 çын проект ĕçне кӳлĕнме ĕлкĕрнĕ те. «ТУС» ЗАО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре бизнес пĕрлешĕве аталантарса пыма пур услови те çителĕклĕ таран пулнине асăннă. Предпринимательсене яланах ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшнине каланă. «Пире, производствăна лайăх çавăрса ярасса, никам та ĕненмен, хăть Раççейре е ют çĕр-шывсенчи партнерсем те. Эпир, икĕ çулран та сахалрах тапхăрта, республика Правительстви кулленех пире пулăшса, тивĕçлипех хакласа пынине кура,  Красноармейский районĕнче производствăна хута ярса таварсене калăплама тытăнтăмăр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă вăл, пухăннисене Чăваш Ен территорийĕнче тухакан хатĕрсемпе куллен усă курма сĕннĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ актуаллă ыйтусене тишкерсе тухнă хыççăн,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакăн пек палăртнă: «Хăть мĕнле бизнесра та хатарлăх пур, теветкеллĕх яланах пулнă, пулать те. Пирĕн, пурсăмăрăн та халăхăн пурнăç шайне ӳстерес тата республикăн инвестици хутлăхне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тесе чĕнсе каланă.    Тĕплĕнрех



16 мая 2014
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter