Эпир мал ĕмĕтлĕ, креативлă тата пултаруллă çамрăксене шанатпăр

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Аслă Атăлăн яшлăхĕ» ятпа иртнĕ регионсем хушшинчи вĕренекен çамрăк яш-кĕрĕмсен наукăпа пултаруллăхĕн XVI-мĕш фестивальне уçнă пулăма çитсе килнĕ. Асăннă мероприятие Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Паллă пулăма çавăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ  Леонид Черкесов хутшăннă. Фестивале пухăннă çамрăксем, хăнасем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Правительство çамрăк тĕпчевçĕсене, вĕренӳпе наукăна аталантарас ĕçре тата ăна пулăшас тĕллевпе пысăк витĕм кӳнине асăннă. «Саманан кашни тапхăрĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ наукăпа техника ӳсĕмĕн аталанăвĕ хальхи пурнăçăн шăнăрĕ пулса тăрать. Экономикăна аталантарассинче питĕ курăмлă. Чăваш Ен паян чăннипех те наукăпа техникăна çĕнĕлле аталантарассипе вăйлисен шутĕнче. Пирĕн республикăра çамрăк ăста та пысăк тавра курăмлă яш-кĕрĕме тупса палăртассипе ертӳлĕхсем пысăк ĕçсем тăваççĕ, вĕсене валли тĕрлĕ условисем хатĕрлеççĕ. Чăваш Енре грант тата преми илес текенсен хисепĕ çулсеренех ӳссех пырать», - тенĕ Пуçлăх. Çĕнĕлле вăй илсе пыракан хальхи экономикăра çамрăк ăсчахсен ĕçĕ ырă енпе çеç хакланасси пирки шантарса каланă. «Эпир, мал ĕмĕтлĕ, креативлă тата пултаруллă çамрăксене ĕненетпĕр. Вĕсем маттур пулнине, пĕрре те иккеленместпĕр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Пухăннисене, малашнехи пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем, çутă ĕмĕтсем тата пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Вероника Анисимовăна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентне Михаил Иевлева тата Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренкен  Юрий Федорова Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса хавхалантарнă. Республика Пуçлăхĕ «Журналистика»  секцийĕн самантĕнче пулнă, студентсемпе пӳпленĕ. ЧПУ историпе географи факультетĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн тумхахлă çулĕсем çинчен  музейри экспонатсене пăхса çаврăннă.  Кунти хатĕрсене çĕр-шыври тĕрлĕ регонсенчен çар вырăнĕсенче ЧПУ вĕренекенсем тупнă историллĕ япаласене вырнаçтарнă. Аса илтеретпĕр, «Аслă Атăлăн яшлăхĕ» конференци Чăваш Енре наука ĕçне халалласа иртет.  16 çул хушши иртекен фестивальре жюри членĕсем пурĕ 12 пине яхăн наука ĕçĕсене тишкерме ĕлкĕрнĕ, конференци ĕçĕнче 14 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Вĕренекен яш-кĕрĕм 662 пултарулăх ĕçне тăратнă,  Чăваш Енри  39 вĕренӳ учрежденийĕсенчен  835 çын пухăннă, Пушкăртпа Мордва республикисенчен 470 вĕренекен хутшăннă, вĕсем паянах хăйсен наукăпа тĕпчев ĕçĕсене 53 енпе тăратĕç.  



16 мая 2014
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter