Свидетельство илнисем района ертсе пыракансене тав турĕç

Çак кунсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ, Çĕнçырма ялĕнче пурăннă вăрçă участникĕн тăлăха юлнă арăмне Зоя Семеновна Егорована тата Сăхăтпуçĕнчи 1941 çулхи октябрьте хыпарсăр çухалнă Федор Иванович Иванов çар çыннин ывăлне, ачаранах инвалид пулнă Анатолий Федорович Иванова пурăнмалли вырăн тума е туянма пĕр хутчен укçа-тенкĕ илмелли свидетельствăсем пачĕç.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке вăрçă участникĕн тăлăха юлнă арăмĕпе çар çыннин ывăлне вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕ. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова документсем тумалли йĕркепе ăнлантарчĕ тата ытти сĕнỹсем пачĕ. Свидетельство илнисем района ертсе пыракансене тав турĕç юлашкинчен.

Ятарлă Указпа килĕшỹллĕн Тăвай районĕнче çỹлерех асăннă документсене 168 вăрçă ветеранĕ илнĕ. Çав шутра 52 вăрçă участникĕ, çемье членĕсем - 2, вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ çар çыннисен - 11, вăрçă участникĕсен 103 тăлăха юлнă арăмĕ.



16 мая 2014
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter