Республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх, видеоканашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх, видеоканашлу ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕçе хутшăннисем пурăнма юрăхсăра тухнă, аварийлĕ çуртсенчен граждансене куçарас ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Герасимов асăннă ыйтупа Çĕмĕрле, Шупашкар  хулинче строительство ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме муниципаллă контрактсем туса хатĕрленине палăртса хăварнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче строительство ĕçĕсене пурнăçлама подрядлă органисазисене тупасси йывăрлăх кăларса тăратнине асăннă, сăлтавĕ, конкуренци пулмалла, ĕçе пурнăçлас тесессĕн, паянах муниципаллă организацисене явăçтармалла. Пур çĕрсене,хăвăртрах ĕçе кĕртсе, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартса лартма куçарса памаллине палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн Правительстви регионсене валли хушма укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Паян, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă, аварийлĕ çуртсенчен хăтарас ыйту куç умĕнчех тăрать. Чăваш Республикин территорийĕсенче вырнаçнă, аварийлĕ çуртсенчен граждансене куçарас программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе 1 млрд. 130 пин тенкĕ уйăрса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене асăннă ыйтăва çивĕч пăхса тăма хушнă. Программăпа килĕшӳллĕн, ĕç-пуç еплерех пыни çинчен ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарса хăварнă.  Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт министрĕ Владимир Филиппов автомашина çулĕсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă пур ĕçе валли 2 млрд. 90 млн. тенкĕ уйăрнине каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ çурт-йĕрсем таврашĕнчи çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене кирлĕ пек палăртнă тапхăрта хăвăрт йĕркелесе ирттерме хушнă. Канашлăва пухăннисем, ачасен çулаххи канăвĕн ыйтăвĕсене те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, кăçал 2014 çулта ытти çултипе ттанлаштарсан 48 лагерь нумайрах пуласси пирки каласа хăварнă, вĕсенче 9 пин ача, 2013 çулхипе илес пулсан,  ытларах хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарĕç.  Кăçал республикипе 72 пин ачан кану лагерĕсенче канма ирĕк пур. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, путевкăсене илес текенсене паянхи куна 90 процент тивĕçтернине каланă. Компани хăйĕн ĕçне кирлĕ пек пĕлсе пурнăçланине асăннă. Республикăра Элĕк, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕсенче ĕçе эффективлă йĕркелесе пыраççĕ, çав шутрах Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те ĕçе аван пурнăçлани савăнтарать.  Улатăр, Красноармейский, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпӳ районĕсенче тата Улатăр хулинче  ĕçе вăраха тăсма юрамасть, хăвăртлăха ӳстерсен, ытлашши пулмĕ. Лагерсенче ĕçлеме вуожатăйсене 100 процента çити хатĕрлесе çитернине палăртса хăварнă Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов. Кăçал тата çитменнине, кулленех педагогсен ĕçне тĕрĕслесе тăракан ятарлă служба йĕркеленине палăртса хăварнă министр. Федераци потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская лагерьсене тĕрĕслесе тухнă хыççăнхи ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Чăваш Енри çуркуннехи уй-хир ĕçĕсен пирвайхи кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарнă.

Тĕплĕнрех 



19 мая 2014
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter