Каçал ен районĕ: чечексем илем кỹреççĕ

Июнĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Чăваш Енре пурăнакансем ăна кашни çулах анлă паллă тăваççĕ. Пысăк уяв ячĕпе фестивальсем, конкурссем, концертсем, куравсем йĕркелеççĕ. Кăçал уявăн анлă мероприятийĕсем пирĕн районта та иртеççĕ. Çавна май, Республика кунне çỹллĕ шайра ирттерес енĕпе ĕçе пуçăннă. Çул-йĕрсене юсаççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ... Çак кунсенче организацисемпе предприятисен умне, район центрĕнчи клумбăсене илемлĕ чечексем лартрĕç. Кунта кашни чечек вырăнлă та килĕшỹллĕ пулмаллине шута илчĕç. Район администрацийĕн, Комсомольски ял тăрăхĕн специалисчĕсем, "Торговый дом" ООО ĕçченĕсем тата ыттисем те çак ĕçе хастар хутшăнчĕç.



19 мая 2014
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter