Халăхсен интересĕсене хӳтĕлессишĕн мĕн пур вăя хурса ĕçлемелле

  Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ĕç тăвакан влаç, федераци тытăмĕсен вырăнти органĕсен, хула округĕсен ертӳисемпе ирттернĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин адреслă инвестициллĕ программăсене кĕртнĕ объектсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Палăртнă тăрăх, 2014 çулта объектсен строительство ĕçне тĕпрен юсав ирттерме 6657,3 млн. тенкĕ федераци бюджетĕнчен пăхса хăварнине каланă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, федерацин инвестицине 22,9 процентне пурнăçланă. Республика бюджетĕнчен адреслă инвестици программисем валли,  2014 çулта 5623,9 млн. тенкĕллĕх пăхса хăварнă, вĕсенчен палăртнă калăпăшĕнчен 52,2 проценчĕ федераци бюджетĕнчен субсиди мелĕпе куçнă.  2014 çулта республика бюджечĕн укçи-тенкипе республикăн адреслă инвестици программисене пурнăçлас тĕлĕшпе шкул çулне çитмен ачасене валли 12 учреждени, вĕсенче 2221 ачана вырнаçтарма ирĕк паракан объект пулĕ. Унсăр пуçне икĕ шкул хута яма палăртнă, вĕсенче 295 ача хăйсен ăсне анлăлатма пултарĕç, 20 ФАП, 6 спорт объекчĕ, 2435 м тăршшĕ автомашина çулĕсене тата вырăнти, 3 çухрăм,  пурте усă курма пултаракан çула юсама палăртса хунă. Кăçалхи çул федераци бюджечĕ пулăшнине кура, Çĕрпӳ хулинче, Йĕпреçре тата Канаш районĕнче шыв тасатмалли сооруженийсен строительство ĕçĕсене малалла тăсма палăртса хунă.  Шупашкар хулинче Пăр керменне тата маунтинбайк объекчĕсен строительство ĕçĕсене те тума палăртса хунă. «Пур палăртнă ĕçсене пĕтĕм вăя хурса,  графика пăхăнса ĕçлесе пымалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Строительство ĕçĕсене пурнăçласа пыма подрядчиксене çивĕч тĕрĕслесе тăмаллине асăнса хăварнă. Кирлĕ кирлĕ мар çынсен ахаль вăхăта тăса пымалла мар.  Конкурс ĕçне хутшăнакансен ĕç хучĕсене те тимлĕн тишкермелле. Пĕтĕм саккунсене пăхăнса, строительство ĕçĕсене пурнăçлама хатĕррипе хатĕр маррине те пăхса тухмалла. Госаппарат вăл пĕр тытăмлăх. Пĕтĕм вăя халăхшăн парса ĕçлемелле», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тӳлев виçин улшăнăвĕсен индексĕсем çинчен калакан Указа алă пуснă. ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каланă тăрăх - республикăра граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен виçен улшăнăвне 2014 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 6,9% тесе палăртнă. Граждансем 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 3,9% ытларах тÿлеме пикенĕç, чи пысăк улшăну - 4,9%. Михаил Игнатьев тарифсене инфляципе килĕшӳллĕн ӳстерессе пĕлтернĕ. Паянхи канашлăва хутшăннисем  çуркуннехи тапхăрпа иртнĕ вăрман ĕçĕсем пирки те сӳтсе явнă. Ыйтупа Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне, 633,8 га çинче вăрман лартса хăварнă. Вăрман фончĕ çинче тăракан лаптăкра вăрман ĕçне пĕтĕмпех пурнăçланă. Кăçал çуннă 689 га çинчи лаптăка та тирпейлеме хатĕрленнĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов пирĕн делегацисем Атăлçи федераллă округра иртнĕ социаллă плтерĕшлĕ проектсене хутшăнни çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Калăпăр, спортпа турист лагерĕсенче, «Гвардеец» сывлăха çирĕплетме пулăшакан спорт лагерĕнче, «Атăлçи Зарница», «iВолга» çамрăксен форумĕнче, «Çамрăклăха тавăрас»  тата ытти тĕрлĕ слетсене те хутшăннă пирки чарăнса тăнă.



19 мая 2014
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter