Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявĕ кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе  Ĕç уявĕ кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата та ытти сумлă хăнасем пулнă. Хулари тĕп урампа ĕç ушкăнĕсемпе пĕрле вĕретӳ учрежденийĕсенче тимлекенсем, организацисемпе предприяти ĕçченĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем,  профсоюз представителĕсем, тĕрлĕ политика партийĕн членĕсем хаваслă уява савăнса утнă. Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă пулăмра 23 пине яхăн Чăваш Енре пурăнакансемпе пĕрле кунта килнĕ хăнасем хутшăннă. Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра уява пухăннисене республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, асăннă хаваслă уяв, мĕн-пур наци, тĕрлĕ политика, тĕнпе  çыхăннă çынсене пурне те пĕрлештернине палăртнă. Ĕç çыннисен  пурнăç шайне ӳстерсе пырасси – тĕп тĕллев пулнине каланă. Чăваш Ен халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Ĕç çынни обществăра яланах ят-сум тата хисеп çĕнсе илнине уйрăммăн палăртса хăварнă Чăван Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



02 мая 2014
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter