Ачасемпе аслисем хăйсене килĕшекен спорт тĕсне суйласа илме пултарччĕр тесе, республикăра пур услови те çителĕклĕ таран

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хула ертӳçи Леонид Черкесов тата Чăваш Республикин спорт министрĕ   Сергей Мельников республикăра çĕкленекен икĕ спорт объекчĕн строительство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Вĕсенчен пĕри - Пăр керменĕ тепри, маунтинбайка аталантармалли центрпа ачасен теннис центрĕ. Аса илтеретпĕр, республика ертӳлĕхĕ Шупашкарта пурăнакансене тата республикăри мĕн-пур çынсене физкультурăпа спорта çывăх пулма пур услови те туса парасси çине пысăк тимлăх уйăрать. Чăваш Енре юлашки çулсенче шкул стадионĕсене футболла выляма ятарласа сарса хатĕрленĕ. Пурне валли те çурт-йĕрсем таврашĕнче спортпа туслă пулма тренажерсем вырнаçтарнă. 2010-2013-мĕш çулсенче Шупашкарта спортăн пысăк объекчĕсем хута кайнă. Вĕсем: Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, 9№-лĕ СДЮСШОР çумĕнче бассейнсем ĕçлесе кайнă, 2013 çулта раштав уйăхĕнчен «Спартак» ФОК ĕçе тытăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, республикăри çынсенчен кашни хăйне килĕшекен спорт тĕсне суйласа илсе, унпа аталанма, халăх сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ытларах кăмăл тутăр тесе, сахал мар условисем йĕркелесе пама тăрăшнине каланă. Çынсем спортпа туслă пулни – чи пахи, çулсеренех спортпа туслисен хисепĕ ӳссе кайни çакнах çирĕплетсе парать. Хулари 500 çул  культурăпа кану паркĕн территорийĕнче маунтинбайк центрне хута яма палăртса хунă.  Асăннă центрта спорт, тренажер залĕсем, икĕ бассейн, пĕри - ачасене ишме вĕрентмелли , тепри спортсменсем валли  пулĕ. Унăн çывăхĕнче ятарлă велосипедсемпе маунтинбайкпа ăмăртмалли трасса хатĕрлеме палăртса хунă. Кунтах сывлăха çирĕплетме, конференци, хăна комплексне те хута яма тĕллев лартнă. «Спецстройкоммуникация» ООО ертӳçи Владимир Миронов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна, объектра 30 процента çити ĕçсене пурнăçланине асăннă, центра 2015 çулта ĕçе кĕртме палăртнине каланă. Михаил Игнатьев ятарлă центрта спортсменсемсĕр пуçне ытти çынсем те, спортпа туслисем, çӳреме пултарнине каланă. «Палăртнă объект ĕçĕ питĕ хаклă. Правительство тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ыйтусене татса панă. Подрядчиксен тĕллевĕ – хăйсем çине илнĕ яваплăха таса чунпа ĕçлесе, ăна вăхăтра ĕçе кĕртсе ярасси», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Хулари Пăр керменĕ пĕр харăсах 7,5 пин çынна йышăнма пултарĕ, ăна кăçал кĕркунне ĕçе кĕртсе хăварма палăртаççĕ.  Нумай функциллĕ спорт объекчĕ федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрет. Михаил Игнатьев строительство ĕçĕн план графикне çирĕплетнине асăннă, кунти организаци йĕркене пăхăнса, графика пĕлсе ĕçленине каланă. Çав вăхăтрах, çанталăк лайăх тăнине кура, кун çутипе туллин усă курса ĕç вырăнĕнче икшер, виçшер сменăпа ĕçлеме сĕннсе хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкар хула ертӳлĕхне Пăр керменне хăнасене килсен, машинисене вырнаçтармалли вырăнсем хатĕрлеме хушнă. Журналистсемпе калаçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ спорт объекчĕ пулнине каланă, пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн регион çĕр-шывра чи спортпа вăйлă, лайăххи шутне кĕнине палăртса хăварнă. Юлашки çулсенче Правительство пулăшни, спортра пысăк çитĕнӳсем тума май панине, çакнашкал пысăк учрежденисене хута яни, малашне тата та вăйлăрах спортсменсене, чемпионсене ӳстерме ирĕк парасси пирки шанса каланă, массăлла спорта аталантарма пулăшнине палăртнă. Тĕплĕнрех  



20 мая 2014
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter