Ултавсăр экзаменсемшĕн

Пĕтĕмĕшле вăтам вĕренĕвĕн вĕрентÿ программи тăрăх патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине ирттермелли çĕнĕ Йĕрке вăя кĕчĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн 2013 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 1400 номерлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ.

Çак Йĕркен 45 пунктĕнче палăртнă тăрăх экзаменра нимĕнле çыхăну хатĕрĕ те, электрон шутлав техники те, фото-, аудио- тата видеоаппаратура та, усă курмалли материал та, çырса хатĕрленисем те, информаци упрамалли тата унпа усă курмалли хатĕр те пулмалла мар.

Йĕркен 36 пунктĕнче палăртнипе килĕшÿллĕн экзамен тытмалли пунктсене металл тупса палăртакан стационар е вырăнтан вырăна куçармалли приборсемпе тивĕçтереççĕ. Ачан металл хатĕрĕ пулсан ăна çак тĕрĕслеве ирттерекен право сыхлав органĕсен представителĕсене памалла. Унсăрăн ачана экзамена кĕртмеççĕ. Çавăнпа та ачасен хăйсен çумĕнче металл хатĕрсем пулмалла мар, тумтир те металран хатĕрленĕ капăр япаласемсĕр пулсан лайăхрах.

Патшалăх пĕтĕмĕшле экзаменĕ мĕнле пыни видеопа çырăнса пырать. Видеофайлсене Рособрнадзор е право сыхлав органĕсем ыйтма  пултараççĕ. Видеоматериал тăрăх экзаменра йĕркене пăснă тĕслĕхе экзамен хыççăн виçĕ уйăх хушши тупса палăртма ирĕк пур. Йĕркене пăснă пулсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ (ППЭ результачĕсене пăрахăçлаççĕ, административлă явап тыттараççĕ).

Кăçал пирĕн районта патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене пурĕ 204 çамрăк тытма хатĕрленет, вĕсенчен виççĕшĕ - малтанхи çулсенче шкултан вĕренсе тухнисем. Вырăс чĕлхипе патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене 204 çамрăк тытать, математикăпа - 202, физикăпа - 76, химипе - 17, информатикăпа - 3, биологипе - 39, географипе - 9, акăлчан чĕлхипе - 9, обществознанипе - 129, литературăпа - 4, чăваш чĕлхипе тата литературипе - 1.



20 мая 2014
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter