«Çеçпĕл» хулари кинотеатрта халăхсен хушшинчи VII-мĕш кинофестиваль уçăлнă

 Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çеçпĕл» хулари кинотеатрта халăхсен хушшинчи VII-мĕш кинофестивале торжествăлла пулăмра уçнă саманта хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ ум сăмахĕнче кинофестиваль хăйĕн пултаруллăхне аванах сарнине асăннă, ăна Чăваш Енре пурăнакансем çеç мар, Атăлçи федераллă округри ытти регионсем те тăтăшах ыйтнине палăртса хăварнă.  «Раççей тата ют çĕр-шывсенчи кинематографистсен хăйне евĕрлĕ ăста ĕçĕсем, çамрăк ăрăва Раççей культурин ăс-хакăлпа кăмăл туйăм пуянлăхне туйса ăнланма пулăшса пырать», - тесе палăртса хăварнă Михаил Игнатьев, пухăннă хăнасемпе куракансене пурнăçа çĕнĕ туйăм вăй-халĕ кĕртме сĕнсе хăварнă. Жюри председателĕ Раççей Федерацийĕн халăх артистчĕ Глеб Панфилов, уншăн çак фестивалĕн жюрине ертсе пыма пысăк хисеп пулнине асăннă. Шупашкарти халăхсем хушшинче иртекен кионофестивале «Ника» Раççей академийĕн киноискусствин академикĕ, кино ертӳçи, кино историкĕ Сергей Лаврентьев пуçланă. Хыççăн фестивале пухăннисене Лариса Садилова режиссер лартнă "Она" фильма кăтартнă. Аса илтеретпĕр, фестиваль кăçал çу уйăхĕн 19-24-мĕш кунĕсенче иртет. Унăн прграмминче тĕрлĕ киносем, паллă çамрăк актерсемпе, режиссер, кино ӳкерекенсемпе тата ытти çынсемпе пресс-конференцисем, пултаруллăх каçĕсем иртĕç. Киносене тата пултарулăх каçĕсене  халăхсем йăлана кĕнĕ трăх тӳлевсĕрех çӳреççĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăхсен хушшинчи кинофестиваль, кино уявĕ Чăваш Енре çиччĕмĕш хут иртет. Çулран çул унăн сумĕ ӳссе, ырă ячĕ сарăлса пырать. Киноискусствăна хаклакансемшĕн те, ахаль кураканшăн та вăл - пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пысăк экран çинче пахалăхлă фильмсем пăхма, паллă артистсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пурри те илĕртет çынсене.

  Тĕплĕнрех



20 мая 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter