Паян Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Ку хутĕнче сỹтсе явма палăртнă тĕп темăсен шутĕнче: Чăваш Республикин кăçалхи I кварталти экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне, сывлăхне çирĕплетессипе пушă вăхăтне йĕркелесси, республикăри ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене сирсе пырас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерсе пулăшасси çинчен. Тĕл пулусен вăхăтĕнче информаторсем Пенси фончĕн республикăри Уйрăмĕн çитĕнĕвĕсем çинчен те (иртнĕ çул итогĕсем тăрăх ăна çĕр-шывра чи лайăххисен шутне кĕртнĕ), ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитни, ачасем валли интернет хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен, çурхи уй-хир ĕçĕсем тата ытти ыйтусем те хускатма пултараççĕ. Асăннă кун, Пĕрлĕхлĕ информаци ушкăнĕсен ертӳçисем халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ, вĕсене кăсăклантаракн  ыйтусем çине хурав парĕç.



21 мая 2014
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter