Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ селектор канашлăва хутшăннă

 Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ селектор канашлăва хутшăннă, асăннă ĕçе видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ. Калаçăвăн тĕп ыйтăвĕ Федераци субъекчĕсен пĕрлештернĕ бюджечĕсене танлаштарассине пăхса тухасси пулнă.   Премьер-министр палăртнă тăрăх, çĕр-шыври субъектсен пĕрлештернĕ бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 8 трлн. 160 млрд. тенкĕпе танлашнине асăннă, тăкаксен пайĕ 8 трлн. 800 млрд. тенкĕ пулнă. Регионсенчи бюджетсен пайĕ 2012 çултипе илес пулсан  икĕ хут  сахалланнă, 650 млрд. тенкĕ патнелле. Патшалăх тата муниципалитетсен парăмĕ ӳссе кайни сисĕнет. «Парăмсем çинчен калаçас пулсан, РФ Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, камсен сахал, камсен нумай палăртма паллах пулать. Пур çавăн пек Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем, ăçта парăм сахалли, ахăртнех вĕсен йышĕ те пĕчĕкленсех пыни пăшăрхантарать», - тенĕ вăл. Дмитрий Медведев бюджета тултарассипе тимлĕ ĕçлесе пыма, куллен тĕрĕслесех тăмаллине сĕнсе хăварнă, тăкаксен пайне пĕчĕклетессине, эффективлăха тĕпе хурса ĕçлеме кирлине палăртнă.  Раççей финанс Министрĕ Антон Силуанов регионсенче пухăнса кайнă парăмсене татса памаллин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, хăш-пĕр сĕнӳсем панă. Каласа хăвармалла, Чăваш Республикин республика бюджетне пĕлтĕр тупăшсем тĕлĕшпе 35,6 млрд ытларах тенкĕлĕх пурнăçланă, тăкаксем тĕлĕшпе - 36,8 млрд яхăн. Макроэкономика кăтартăвĕсен ырă туртăмĕ бюджетăн тупăш пайне çирĕплетме пулăшнă. Хамăрăн тупăшсен тӳпи 20,4 млрд яхăн тенке çитнĕ. Çав шутра налуксен калăпăшĕ 95,3 процентпа танлашнă. Кунта уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук тӳпи пысăк - вăл республика бюджечĕн налук тупăшĕсен 31,4 процентпа тан. Организацисен усламĕнчен, пурлăхран илнĕ налуксен калăпăшĕ те ӳсĕмлĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн парăм обязательствисен виçи палăрмаллах чакнă. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан çак кăтарту 3,7% чакнă. Тупăшсен калăпăшĕ кризис умĕнхи тапхăртинчен икĕ хут патнелле пысăк. Тĕрĕссипе, хамăрăн тупăшсен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе эпир малтисен шутĕнче. Тĕплĕнрех



21 мая 2014
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter