Муркаш районĕ: çемье, ачалăх ыйтăвĕсене патшалăх та питĕ пысăк тимлĕх уйăрнине туятпăр

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ -  çамрăк уяв.  Ăна çирĕплетнĕ пирки Нацисен пĕрлештернĕ организацийĕн (ООН) Генеральнăй Ассамблейинче 1993 çулта пĕлтернĕ. Пуçаруçăсем çакна обществăра çемье сумĕ чакса пынипе тата вăл хăйĕн социаллă пĕлтерĕшне çухатса пынипе ăнлантарнă. 1990 çулсен пуçламăшĕнче тĕнчере çемьесем арканнă тĕслĕхсем йышланнă, çакăнпа пĕрлех 30 çулччен çемьелленмен çынсен шучĕ те пысăкланнă. Çак вăхăта демографи кризисĕ тесе те палăртаççĕ. Çавăнпах хальхи вăхăтра ача çураласси çын вилессине "хупласа хураймасть-ха". Социологсем каланă тăрăх паянхи кун та çемье институчĕ хăрушлăх умĕнчех тăрать. Çак уяв - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ - çемье проблемисем çинчен аса илтерекен кунсенчен пĕри пулса тăрать те.

Юлашки çулсенче çемье, ачалăх ыйтăвĕсене патшалăх та питĕ пысăк тимлĕх уйăрнине туятпăр ĕнтĕ. Акă иккĕмĕш е хыççăнхи ачана çуратнăшăн  2007 çултанпа патшалăх амăш (çемье) капиталĕпе тивĕçтерет. Унăн виçи çулсеренех индексациленет. Паянхи кун вăл 429 пин те 408 тенкĕпе танлашать.

Пирĕн республика вара виççĕмĕш е хыççăнхи ача çуратнăшăн 100 пин тенкĕне тата çĕр лаптăкне тивĕçнине çирĕплетекен сертификатсем парса чыслать.

2013 çултан пуçласа çемьесенче виççĕмĕш е хыççăнхи ача çуратнăшăн уйăхсерен ача виçĕ çула çитиччен ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи чухлĕ тÿлев илсе тăраççĕ. Уйăхсерен илсе тăракан пособи виçи те нумай ачаллисен ыттисемпе танлаштарсан пысăкрах.

- Май уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пирĕн районта нумай ачаллă 474 çемье пуррине палăртрăмăр: 3 ачаллă çемье - 402, вĕсенче пурĕ 1206 ача ÿсет, 4 ачаллă çемье - 56 (224 ача), 5 ачаллă çемье - 14 (70), 6 ачаллă çемье - 1, 8 ачаллă çемье - 1, - пĕлтерет ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталанăвĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В. Аникина.

Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр хăпартассинче е туянассинче те патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть.

- Пурăнмалли условисене лайăхлатма черете тăнă çамрăк çемьесем те, çамрăк специалистсем те "Жилище" программăн подпрограммисене хутшăнса социаллă тÿлеве кăçалтанпа ыттисенчен маларах тивĕçме пултараççĕ. Çитес вăхăтра акă пирĕн районти тепĕр 5 çемье çак пулăшăва тивĕçмелле. "Устойчивое развитие территорий" программăпа вара - ялта пурăнакан граждансен те, çемьере виççĕ е ытларах ача пулсан, çакăн пек право пур, - ăнлантарса пачĕ район администрацийĕн капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн  тĕп эксперт специалисчĕ О. Тимофеева.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне чылай çĕр-шывра савăнăçлă паллă тăваççĕ. Çапах та çак уяв пире çемье пĕлтерĕшĕ пирки тепĕр хут шутлама та хистет, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра тулли мар çемьесем нумайланса пыни тата çемьесем арканни - питĕ çивĕч ыйтусем.



21 мая 2014
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter