Халăхсен хушшинчи Шупашкар VII–мĕш кинофестивалĕн Президенчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров: «Чăваш Енре чăн-чăн çĕр хуçисем пурăнни, тӳрех паллă»

 Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсен хушшинче иртекен  Шупашкарти VII–мĕш кинофестивалĕн паллă режиссерĕпе, «Мосфильм» генеральнăй директорĕпе Карен Шахназаровпа тĕл пулнă, Чăваш Ене килме вăхăт тупнишĕн, кинофестивале йĕркелесе ертсе пынишĕн режиссера тав тунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пирĕн тăрăхра фильмсем аван иртнине, куракансем чылай пулнине, курма тăратнă картинăсем пурин кăмăлне те уçса янине асăннă. Карен Шахназаров хăйĕн сăмахĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен кинофестиваль республикăра пысăк шайра иртнине палăртнă. Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине ертсе пыма çĕр-шывĕпе çеç мар, тĕнчере те палăрнă Глеб Панфилов режиссер килни, Чăваш Енре культура мероприятийĕсем пысăк шайра иртнине çирĕплетсе паракан пулăм. Глеб Панфиловăн мăшăрĕ Инна Чурикова та пур. СССР халăх артисткине, Раççей Патшалăх премийĕн лауреатне куравçăсем вун-вун кинофильм тăрăх лайăх пĕлеççĕ. «Мосфильма» генеральнăй директорĕ республикăри ырă улшăнусем пирки чарăнса тăнă. «Чăваш Республики тăнăçлă аталанса пырать. Уй-хирсенче пĕтĕмпех тирпейлĕ. Пур çĕртре те тирпейлĕх хуçаланать. Тӳрех паллă, Чăваш Енре чăн-чăн çĕр ăстисем пурăннине калама пулать», - тенĕ хăйĕн савăнăçне пытараймасăр сумлă хăна.    Михаил Игнатьев Карен Шахназарова малашнехи пултаруллăх  ĕçĕнче ăнăçусем сунса, чăваш тĕрриллĕ арçынсен кĕпине асăнмаллăх парнеленĕ. Тĕплĕнрех



21 мая 2014
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter