Элĕк районĕ: çĕнĕ техника туянаççĕ

Кăçалхи 4 уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен автотранспорт паркĕсене 10 миллион та 580 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Кивçен илнĕ укçапа (кредитпа) 3 миллион та 365 пин тенкĕлĕх чухлĕ техника туяннă, хăйсен шучĕпе - 7 миллион та 215 пинлĕх.

«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал тĕрлĕрен ял хуçалăх техникипе хатĕр-хĕтĕр туянма 4 миллион та 642 пин тенкĕ тăкакланнă. «Алмаз» хуçалăх уй-хирĕсенче паян тин кăна илнĕ «Беларус-2022.3» трактор «кĕрлеттерсе» çÿрет, çурхи тырăсене çĕнĕ сеялкăпа акаççĕ. Вĕсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкĕ «тухса кайнă».

Э.Лебедев хресчен-фермер хуçалăхĕпе «Килĕшÿ» уçă обществăн машина-трактор паркĕсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуçалăх производство кооперативĕн автопаркĕ «Беларус-89.2» тракторсемпе çĕнелнĕ.



22 мая 2014
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter