Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен уçăмлăхне тивĕçтерĕпĕр»

 Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа. Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ йĕркелесе ертсе пыракан канашлăва хутшăннă. Кун йĕркипе килăшӳллĕн, 2014 çулта  пĕрлĕхлĕ патшалăхăн экзаменне  тыттарма вĕрентӳ тытăмĕ хатĕррипе хатĕр маррин ыйтăвне сӳтсе явнă. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ 2014 çулта палăртса хунă тăрăх, ППЭ 750 пин патнелле шкул ачи тытассине каланă, вĕсене валли 6 пине яхăн экзаменсене тыттарма ятарлă вырăнсема хатĕрленине асăннă. Пĕрлĕхлĕ патшалăхăн экзаменĕ шкул ачисен пĕлӳ шайне тĕрĕслеме ирĕк паракан меслет.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ППЭ республикăра еплерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Енре ашшĕ-амăшĕсем ППЭ кирĕ пек хакланине асăннă, унăн пĕлтерĕшĕ паха пулнине палăртнине пĕлтернĕ. Çакнашкал формăпа йĕркелесе ирттернине шкул ачисем, пĕтĕм общество лайăх йышăннине каланă. 2014 çулта Чăваш Республикинче пурĕ 7100 шкул ачи ППЭ тытĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, 2013 çулхи ППЭ кăтартăвĕсене çирĕп тишкерсе тухнине асăннă, малашне тата та вăйлăрах экзаменсене ирттерме кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнине палăртнă. «Республика Рособрнадзорпа Вĕренӳ министерствипе тăтăшах çыхăну тытса ĕçлет.  Кăçал эпир, мĕн пур пухăннă паха опытпа усă курса, ĕçе кӳлĕнме тăрăшăпăр, çĕр-шыври регионсенчен те ырă тĕслĕхсене шута илĕпĕр. ППЭ кирлĕ пек шайра ирттерме палăртатпăр, асăннă ыйтăва куллен çивĕч тĕрĕслесех тăрăпăр», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



22 мая 2014
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter