Уçă сассипе тыткăнлать

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче пултаруллă та хастар вĕренекенсем пĕлÿ илеççĕ. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта çиччĕмĕш класра ăс пухакан Ольга Егорова уйрăмах хăйĕн уçă та илемлĕ сассипе тыткăнлать. Вăл искусство шкулĕнче фольклор уйрăмĕнче пиллĕкмĕш класра пĕлÿ илет. Нумаях пулмасть ачасен республикăри «Пĕчĕк çеç путене» конкурсне хутшăнчĕ. Унта жюри членĕсене «Атте мана лаша панă пулсан» тата «Во саду ли, в огороде» юррисемпе тыткăнларĕ. Конкурсăн районти, зонăри тата республикăри тапхăрĕсенче çĕнтерсе мала тухрĕ. Çавăн пекех Оля кăçалхи вĕренÿ çулĕнче халăх юррисене шăрантаракан ачасен «Сенти» республикăри пиллĕкмĕш  конкурсĕнче те çĕнтерме пултарчĕ.



22 мая 2014
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter