Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕпе ĕçлесе пыракан, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи канашлăва йĕркелесе ертсе пынă.  Асăннă ыйтупа ĕçлесе пыракан министерствăсем хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2013 çулччен Чăваш Ен территроийĕнче, яла аталантарас ятарлă программа епле пурнăçланни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, 2003-2013 çулсем хушшинче Программăпа килĕшӳллĕн 97 млрд. тенкĕллĕх тăкакланнине палăртнă (100,8 процента çити, планпа пăхса хăварнинчен). Асăннă укçа-тенкĕпе ялсенче, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, инфратытăма аталантарма, ял тăрăхĕсенче комплекслă строительство ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ тĕле янине пĕлтернĕ. Тăлăха юлнă ачасене хăтлă çуртсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ Александр Герасимов калаçнă. Калăпăр, 2014 çулта ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевпе, республика бюджетĕнче 324,9 млн. тенкĕ пăхса хăварнине асăннă, вĕсенчен 2013 çулта палăртнă контракт ĕçĕсене вĕçне-хĕрне çитерме 91 млн.тенкĕ уйăрнă, 253 çынна çурт-йĕрпе тивĕçтерме тата та 233,9 млн. тенкĕ палăртса хунă. Хальхи вăхăтра районсемпе хуласенче 2014 çул валли уйăрнă укçа-тенкĕпе тăлăх ачасене валли çуртсене хăпартса лартма аукционсем йĕркелесе ирттереççĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова çул-йĕрсем çинче пулса иртекен инкексенче çынсене медицина пулăшăвĕ парассин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Енĕн вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Чăваш Республикинчи çамрăк пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшу кӳресси пирки калаçнă. Министр, республикăра çĕнĕлле вĕрентсе пыракан вĕрентӳ учрежденийĕсем хута кайни çинчен каланă, тăтăшах тĕрлĕ конкурсем пысăк шайра йĕркеленине палăртнă. Асăннă  пур ыйтусен хуравĕсене итленĕ хыççăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин малашнехи ĕçсене тивĕçлипе пурнăçласа пыма тĕллевсене палăртнă, районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене строительство ĕçĕсене çирĕп тĕрĕслеме, республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе эффективлă усă курмаллине асăрхаттарса хăварнă. Тĕплĕнрех



22 мая 2014
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter