Çанталăк шăрăх тăнăран

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пушар тухас хăрушлăх пысăк, ăна IV класли тесе çирĕплетнĕ. Çакна чи малтан сывлăш температури кăнтăрла 30 градус шăрăха çитнипе палăртаççĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх - вăрман пушарĕсем уйрăмах 12 района сиен кÿме пултараççĕ: Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тата Тăвай районĕсене. Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчен вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнă. Вăрман пушарĕн службин ĕçченĕсем МЧС тытăмĕнче вăй хуракансемпе пĕрле талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ, пушар лару-тăрăвĕн мониторингне ирттереççĕ, канакансем валли ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. 48 вăрманлăхра ку енĕпе пĕтĕмпе 80 специалист тăрăшать, 28 техникăпа тата пушар 26 вышкипе усă курать.

И.НИКОЛАЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 мая 2014
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter