Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн «Раççей регионĕсен наци рейтингĕ: пĕрремĕш кăтартусем» сессине хутшăннă

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербург хулинче ĕçлĕ визитпа. Унта республика Пуçлăхĕ Раççейри регионсен Наци рейтингĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем сессийĕн пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн ĕçне хутшăннă.  РФ субъекчĕсенче  инвестици климатне тĕрлĕ шайра тăракан влаç органĕсенче,  регионта бизнеса аталантарассипе çыхăнтарнă. Инвесторсене явăçтарма, вĕсен тĕслĕхлĕ ĕçĕсене сарассипе тата тупса палăртассине вăйлатакан рейтинг пулнине палăртнă. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче пилотлă майпа тест рейтинг йĕркеленĕ. Сессийĕн ĕçĕнче Раççей Федераци Президенчĕн помощникĕ Андрей Белоусов, РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Беляков,  предпринимательсемпе промышленноç пĕрлешĕвĕн РФ ТПП ертӳçисем  тата ытти пĕлтерĕшлĕ çынсем хутшăннă. Рейтинга хатĕрлекенсем каланă тăрăх, чи пĕлтерĕшли, юлашкинчен хакланă бенифициарсен кăтартăвĕ пулнине асăннă, ăна хатĕрленĕ чухне, çулталăкне бизнеса миçе хутчен тĕрĕсленине, çул-йĕрсен хисепне шута илнĕ, харпăр хăй çине çĕр лаптăкĕсене куçарассипе çыхăннă ыйтусене те, коррупци, бизнес лару-тăрăвĕсем те тивĕçлĕ вырăн тупнă. Регионсенче инфратытăма аталантарнине, бизнеса вăй илсе пыма тĕрлĕ ресурссем йĕркеленине, ĕç ресурсĕсем пуррипе çуккине, пĕчĕк бизнеса аталанма пулăшу кӳрессине тата та ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех шута илнĕ пулнă. Рейтингăн тĕп тĕллевĕ – йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тупса палăртасси, инвестици климатне ӳстересе лайăхлатасси. 2015 çултан малашне Раççей Федерацийĕнчи субъектсенче инвестици климатне палăртассипе Наци рейтингĕ пилотлă пулма пăрахăçланать. Чăваш Енри инвестици климачĕн лайăх енĕсем пирки калас пулсан, палăртма кăмăллă, республикăра бизнеса аталанса пыма лайăх институтсем уçнă, инфратытăм куç кĕретех улшăнса пыни савăнтарать, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас ĕç кирлĕ шайра пулса пырать.  Паян, экономикăна малашне те аталанса пыма пур услови те çителĕклĕ таран. Пур сферăра та  çĕнĕ технологисем вăй илсе, инвестициллĕ проектсем пурнăçа  лайăх кĕрсе пыраççĕ, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура тата спортри ӳсĕмсем куç умĕнчех аван кăтартусемпе савăнтараççĕ. Бизнес ĕçĕнче çĕнĕлле условисем пур. Халăхпа пĕрле сӳтсе явас ĕç, строительство ĕçне тытăнма, техуслови памаллин йĕрки ансатланса пырать.  Чăваш Енре пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен  Пĕрлехи информаци ресурссне  пĕрремĕш, Раççейри регионсемпе илес пулсан, йĕркелесе янă. 2014 çул çу уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне, çак асăннă Пĕрлехи информаци ресурссĕнче 134 пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене кăтартнă, вĕсем пурĕ 397 га çинче вырнаçнă. Вĕсенчен  пурăнмалли çурт-йĕр строительствине – 59 лаптăк, 164 га çинче, инвестици проекчĕсене валли – 75 лаптăк, 233 га çинче йышăнать.     Тĕплĕнрех



23 мая 2014
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter