Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин шкултан вĕренсе тухакансене экзаменсене ăнăçлă тытма сĕннĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 2-мĕш №-лĕ шкула çитсе килнĕ, «Юлашки шăнкăрав» уява халалласа ирттернĕ  торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тат та ытти официаллă хăнасем пухăннă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин шкултан вĕренсе тухакансене, вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламланă, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса, лайăх пĕлӳ илме, аслă  вĕренӳ заведенийĕсене кĕме сĕннĕ.  «Хăвăрăн юратнă шкула, учительсене ĕмĕрĕпех асра тытасса шанатăп», - тесе çамрăксене ырă сунса каланă Иван Моторин.    Шкул директорĕ Марина Михалёва, хăйĕн сăмахĕнче шкултан вĕренсе тухакансем, пур те,  38 шкул ачи аттестацине кĕнине пĕлтернĕ. Хăнасем валли шкул ачисемпе выпускниксем илемлĕ концерт программине хатĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, 1-мĕш тата 11-мĕш класра вĕренекен, икĕ ача, юлашки шăнкăрава янăратнă. Кăçалхи çул, республикăри хуласемпе районсенче «Юлашки шăнкăрав» уява, çу уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçал 6600 ача 11 класран тата 9-мĕш класран 12 пине яхăн шкул ачи вĕренсе тухать.  Тĕплĕнрех



23 мая 2014
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter