Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Архангельскпа Кострома облаçĕсемпе тата «СКОЛКОВО» Мускаври управлени шкулĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Канашлура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата чĕннĕ ют патшалăхсен пуçлăхĕсем, правительство ертӳçисем тухса калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Форумра Архангельскпа Кострома облаçĕсен губернаторĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă ĕç хучĕн тĕп тĕллевĕ регионсенче социаллă экономикăн пур сферине те аталантарассинче витĕм кӳресси, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашса, регионсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Кострома облаçĕн  Губернаторĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă. Кострома облаçĕн Губернаторĕ Чăваш Ен опычĕ вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Эпир пĕлетпĕр, сирĕн регионта газ, çул-йĕрсене юсасси ыйтăва пĕтĕмпех татса панă. Туризм пире кăсăклантарать. Пĕр иккеленмесрех калатпăр, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те, промышленноçпе машинăсем калăпласа кăларас ĕç те паха. Сирĕн республикăра юлашки çулсенче машинăсем тăвас тытăмра ĕç курăмлăн пурнăçланать», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Кострома облаçĕн Губернаторĕ.  Архангельск облаçĕн Губернаторĕ хăйĕн сăмахĕнче, килĕшӳ тунă ĕç хучĕ, бизнес-тытăма лайăх аталанма ирĕк парать, - тенĕ. «Асăннă ĕç хучĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине çирĕплетет. Эпир, сирĕн регионти Шупашкарти электроаппарад завочĕн ĕçĕ пирки пĕлетпĕр. Шансах тăратпăр, ял хуçалăхне, туризма, промышленноçе аталантарассипе регионсем хушшинчи çыхăну малашне витĕм кӳме пултарасса», - тесе каланă   Игорь Орлов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «СКОЛКОВО»  Мускаври управлени шкулĕн  ректорĕпе Андрей Шароновпа вĕрентӳ тытăмĕнчи ыйтусем çинчен калаçу хускатнă.   Чăваш Енпе «СКОЛКОВО» управлени шкулĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, республика валли ятарлă квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларасси пирки ĕçе йĕркелеме шантарать.  Михаил Игнатьев  Андрей Шаронова республикăра электротехника кластерĕ аван аталанса пынине каланă, республикăн тĕп капиталĕ çын ресурсĕсем пулни çинчен пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр: «СКОЛКОВО» Мускаври управлени шкулĕ Раççейри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ бизнес-шкул шутланать. Çак асăннă кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ООО «Энер Зэт» (ENERZ)  ООО ушкăнăн акционерĕпе   Борис Зингаревичпа тĕл пулнă. Чăваш Енри предприятисемпе ĕçлеме май пурри çинчен  ыйтусене пăхса тухнă. Тĕплĕнрех



23 мая 2014
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter