Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленес йĕркелӳ комитечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленсе йĕркелӳ комитечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Канашлăва тытăниччен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 69 çул çитнине хатĕрленес тата ăна тивĕçлипех йĕркелесе ирттернишĕн, сумлисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕсене парса хавхалантарнă.  Çĕнтерӳе юбилей çулталăкне хатĕрленнин концепцийĕ çинчен Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн çумĕ - социаллă ыйтусемпе ĕçлекенĕ Алла Салаева тĕплĕн паллаштарнă.   2015 çулта çулталăкĕпех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа пур мероприятие те йĕркелесе ирттересси пирки асăннă. Халех çĕр-шыв историшĕн чи паллă пулăма хатĕрленес ĕç пуçланнă. Кăçал, кĕркунне «Вахты памяти» ятпа ятарлă ĕç пуçланĕ, асăну, çĕнтерӳ палăкĕсене тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсене пĕтĕмпех юсав ĕçĕсене йĕркелеме палăртса хунă. Хулана илемлетес тĕлĕшпе, тулашри социаллă рекламăсене,  ландшафтсемпе, ялавсен конструкцийĕсене тепĕр хут çĕнетме палăртнă.    Культурăпа, спортпа çыхăннă мероприятисене хатĕрленес ĕç пырать. Нумай çуллăха патриотла проектсем пурнăçа кĕрсе пырĕç. Канашлура Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ тăратнă ыйтăва пăхса тухнă. Совет Союзĕн Геройĕ Улатăр тăрăхĕнчен тухнă Федот Никитич Орловăн «ИЛ-14» çар самолетне Шупашкар хулинче историллĕ палăк вырăнне йĕркелесе лартма сĕннĕ. Хулара экспоната хăш тĕле вырнаçтарас ыйтăва сӳтсе явнă. Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленес ĕç питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Вăл вăхăт çитичченех, мĕн палăртса хунă ĕçсене çийĕнчех пурнăçласа пыма тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Муниципалитетсенче мероприятисене чи çӳллĕ шайра ирттермеллине каланă. Уйрăмах çитĕнекен ăру патне пысăк тимлĕх уйăрса, вĕсене патриотла воспитани парасси ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине асăннă, тăтăшах ветерансемпе тĕл пулмаллине каланă. Çавăн пекех канашлура Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермеллин ыйтăвне те пăхса тухнă. Тĕплĕнрех

 



23 мая 2014
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter