Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт- Петербург хулинче пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербург хулинче ĕçлĕ визитпа. Унта республика Пуçлăхĕ пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать. Михаил Игнатьев форумăн пĕрлехи ларăвăн ĕçне хутшăнĕ. Асăннă канашлура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, чĕннĕ правительство тата патшалăхсен пуçлăхĕсем тухса калаçĕç.  Сессире Раççейри регионсен инвестици климатне Наци рейтингĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем тăрăх презентаци пулĕ. Унсăр пуçне Костромапа Архангельск облаçĕсĕсен губернаторĕсемпе тата «СКОЛКОВО» Мускаври управленийĕн шкул ректорĕпе  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемеллли ĕç хутне алă пусса çирĕплетессине палăртса хунă.  



23 мая 2014
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter