Афганистанри çапăçусем чарăннăранпа 25 çул çитнине асăнса

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ май тата граждансене патриотизмпа интернационализм воспитанийĕ парас енĕпе пысăк тỹпе хывнăшăн воин-интернационалистсене хавхалантарас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн оборона министрĕн хушăвĕпе "Афганистанри çапăçусем чарăннăранпа 25 çул çитнине асăнса" юбилей медалĕ кăларнă. Çак медале Афганистан вăрçине хутшăннă салтаксене пурне те пама йышăннă. Палăртма кăмăллă, май ăн 23-мĕшĕнче çакна градăна районти пилĕк воин-интернационалиста парса чысланă. Савăнăçлă лару-тăрура Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ Александр Прокопьев Николай Исправникова, Василий Афанасьева, Александр Васюкова, Владимир Хохлова, Владимир Илюшкина юбилей медалĕсене çакса янă, воин-афганецсем хăйсен тивĕçне чыслă пурнăçланине палăртнă. Медале тивĕçнĕ ветеран-афганецсенчен пĕри _ Николай Исправников _ пирĕн ĕçтеш. Николай Васильевич 1982-1984 çулсенче Афганистанри Кишим çывăхĕнчи вĕри точкăра пулнă. Салтак темĕнле йывăр пулсан та хăйĕн гражданла тивĕçне чыслăн пурнăçланă, панă тупана шанчăклă тытнă. Халĕ те вăл, ытти воин-интернационалистсем пекех, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче. А.ДМИТРИЕВА.



Хĕрлĕ Чутай районĕ
23 мая 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter