Раççей предпринимательĕсен кунĕ ячĕпе торжествăлла мероприяти иртнĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей предпринимательĕсен кунĕ ячĕпе халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енри предпринимательсен пĕрлешĕвне уяв ячĕпе саламланă, тӳрĕ кăмăлпа эффективлă ĕçлесе пынишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх республикăн пур тытăмĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. Хăвăрăн бизнеса аталантарнине кура, эсир  çынсене валли хушма ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе паратăр. Кулленех çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртсе пыратăр. Таварсене хальхи пурнăçпа тан калăпласа, паянхи рынока кирлĕ пек хатĕрлесе пыратăр. Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх  органĕсенче яланах предпринимательсене кирлĕ условисем йĕркелесе памалла. Вĕсен ыйтăвĕсене тĕпе хума тăрăшмалла», - тесе палăртса хăварнă Иван Моторин. Торжествăлла уяв каçĕнче ĕçре хастаррисене хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предприниматель ята «Овас» ООО генеральнăй директорĕ Олега Смирновăна тата «ПРОиКО» ЗАО генеральнăй директорне Александр Морозова парса чысланă.   Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетик ята «Исследовательский центр «Бреслер» ООО технический директор Владимир Шевелева илме тивĕçлĕ пулнă.  Камсем, хăйсен бизнес ĕçне кирлĕ пек эффективлă пурнăçласа пынă, вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Пĕлтĕрхи çул чи лайăх предприниматель республика шайĕнче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисене палăртса  чысланă. Бизнес-пĕрлĕх пирĕн республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн куçăм вăйĕ пулса тăрать. Предпринимательсен хастарлăхне пула çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ, инноваци технологийĕсемпе управлени меслечĕсем пурнăçа кĕреççĕ, туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ анлăланать, вĕсен пахалăхĕ лайăхланать. Чăваш Республикинче предпринимательсен пуçарулăхне хавхалантарас, бизнеса аталантарма меллĕ условисем йĕркелес тĕллевлĕ тухăçлă политика тытса пыраççĕ.

Тĕплĕнрех



24 мая 2014
13:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter