«Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров: "Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль, Раççей киноматографийĕнче çав тери калама çук пысăк вырăн йышăнса тăрать, пирĕн çĕр-шыв кун-çулĕшĕн çутă пулăм пулса тăчĕ"

Чăваши Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль президенчĕ Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕнчен Карен Шахназаровран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Çырура, хăнана, илемлĕ те хитре Шупашкара тарават кĕтсе илнишĕн ырласа çырать. Çавăн пекех, пысăк пĕлтерĕшлĕ культура мероприятине,  Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестивалье йĕркелеме пулăшакансене те чĕререн тав сăмахĕ çырать. «Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль, Раççей киноматографийĕнче çав тери калама çук пысăк вырăн йышăнса тăрать, пирĕн çĕр-шыв кун-çулĕшĕн çутă пулăм пулса тăчĕ. Çулсеренех ирттерекен уяв куракансене Раççей тата ют çĕр-шыв киновĕсемпе тĕплĕнрех паллашса çывăх пулма пулăшать. Шансах тăратăп, çитес çул та кинофестивале пысăк шайра йĕркелесе ирттерессе», - тесе çырнă çырура.



26 мая 2014
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter