Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Пĕтĕм тĕнченри VII-мĕш кинофестивале пĕтĕмлетнĕ уява хутшăннă

 Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Пĕтĕм тĕнченри VII-мĕш кинофестивале пĕтĕмлетнĕ уява хутшăннă. Асăннă мероприятие пĕчĕк хуласенче кинематографине халалласа ирттернĕ.  Çĕнтерӳçĕсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче торжествăлла майпа чысланă. Фестиваль президенчĕ, Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров хăйĕн сăмахĕнче церемоние пуçтарăннă хăнасене видео мелĕпе саламланă май, Раççей культуришĕн – Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. Фестиваль кăçал тата та тарăнрах йĕр хăварнă. Чи паллă режиссер Глеб Панфилов тата вырăссен паллă артисчĕ Инна Чурикова жюри членĕсем пулма килĕшни те çакнах çирĕплетсе парать. Карен Шахназаров республика ертӳлĕхне, кинофорум йĕркелӳçисене тав тунă. «Мероприяти чăнласах та паллă пулăм, фестивале малашне тата та пысăкрах ӳсĕмсем тума хистет», - тесе каланă вăл. Уява хутшăннă хăнасене, пурне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, киносене куракансем пысăк туйăмпа, савăнса çӳренине асăннă. Фестивале хутшăннисене проектсене пурнăçа кĕртме, нацисен пуянлăхне упраса хăварма пулăшнишĕн, патриотизмла туйăма тата та ытларах аталантарма витĕм кӳнишĕн чĕрерсен тухакан тав сăмахĕсене каланă. «Чăвашсем мĕн авалтанах, ламран лама  çынсемпе туслă пурăнасине куçарса пыраççĕ. Республикăра 127 тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнать. Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – кăмăл-туйăма, ăç-хакăла вăйлатса пырса аталантарма пулăшасси. Чăваш Енри ырă тĕслĕх мĕн-пур таврана салантăр. Культурăна пысăк шайра тытса пыни çынсен чунĕсене тасатса, лайăх кăмăл-туйăм çуратма пулăштăр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Гражданла тата патриотизмла туйăма кинора кăтартас темăна çутатса панишĕн ятарлă парнене Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Волчий след в истории России» фильм ӳкерекенне Мария Исакова парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята «Мосфильм»  халăхсем хушшинчи çыхăнусемпе ĕçлекен уйрăмĕн консультантне, Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестивале хатĕрлекен программăн директорне Сергей Лаврентьева парса тивĕçтернĕ.  Фестивале йĕркелесе ирттернĕ май, пурĕ 50 тĕрлĕ мероприятисем пулнă. Вĕсем шутĕнче, киносем, пултарулăх каçĕсем,  пресс-конференцисем тата ытти те. Кинофестиваль тĕрлĕ программăсене пĕрлештерсе тăнă. Икĕ конкурс иртнĕ. Пĕри - киносенче выляссипе, тепри – сахал халăхсен киновĕсем. Ачасен программисем те хăйсен вырăнĕсене тупнă, тĕрлĕ куравсем ĕçленĕ.

Номинацисен çĕнтерӳçисем:

«Чи лайăх фильм» номинацире «Семенчик» картинăна хатĕрлесе кăларнă Марина Калинина (Якутирен) тивĕçнĕ, «Чи лайăх режиссура», «Подснежники» кинона ӳкерекен  Сергей Потапов (Якутирен), «Чи лайăх оператор», «Булаг» кинона ӳкерекен Дмитрий Ильков (Бурятирен), «Чи лайăх вылякан актер», «Подснежники» кинора, тĕп роле выляканĕ  Геннадий Турантаев, режиссерĕ Сергей Потапов  (Якутирен), «Чи лайăх сценарист», «Горький мед» кино - режиссерĕ Айнур Аскаров (Башкирирен), Ятарлă парне жюри членĕсенчен «Нарспи» кинона ӳкеренкенĕ - режиссер Андрей Васильев (Чăваш Енрен), «Белый день» фильм операторĕ, Иннокентий Амосов (ĕмĕрлĕхех) ятарă хисепе тивĕçнĕ(Якутирен), çĕнтерӳçĕсем шутне çакăн пекех «Летящие по ветру листья» - режиссерĕ Валерий Харченко (Раççейрен), «Деливеранс» - режиссерĕ Сергей Кузнецов (Раççейрен),  «Лучшая роль второго плана»  кинори артист «Жажда» Игорь Лях – режиссерĕ  Дмитрий Тюрин (Раççейрен), «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ», «Она» кинори артистка Нилюфар Файзиева – режиссерĕ  Лариса Садилова (Раççейрен), «Чи лайăх вылякан арçын ролĕ»  - «Диалоги»  кино артисчĕсем Владимир Меньшов, Евгений Стычкин,  Алексей Маслодудов, Сергей Овчинников -. Ирина Волкова (Раççей), «Чи лайăх оператор» - «Стыд» Юрий Михайлишин  - режиссерĕ Юсуп Разыков (Раççейрен), «Чи ăста сценаристсем» - «Диалоги» кино çыраканĕсем Константин Стешик тата Ирина Волкова - режиссерĕ Ирина Волкова (Раççейрен), «Чи лайăх режиссер» - «Жажда» Дмитрий Тюрин (Раççейрен), «Чи лайăх кино. Гран-при» – фильм  «Ученик» - режиссерĕ Ульрика Бенгтс (Финляндирен), «Куракансем юратнипе» хисепе - «Полет. Три дня после катастрофы» - режиссерĕ Арсений Гончуков (Раççейрен), Прессăсен парнине  «Отдать концы» кино – режиссере Таисия Игуменцева (Раççейрен), Интернет-блогерсен  ятарлă парнине - «Жажда» кино, режиссере Дмитрий Тюрин (Раççейрен) илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕплĕнрех



26 мая 2014
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter