Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркеленин лайăх кăтартăвĕпе, Чăваш Ен РФ регионĕсемпе илсен чи малти вырăнта

 Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйту – 2014 çулта çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелесси.  Асăннă видеоканашлăва «Артек» халăхсем хушшинчи ача-пăчасен центрĕнче йĕркеленĕ пулнă. Раççей Премьер-министрĕ, 2014 çулта 52 пине яхăн сывлăха çирĕплетекен лагерьсем хута каяссине палăртнă, вĕсенче 8,5 млн.  ача хутшăнма кăмăл тунине каланă.  Дмитрий Медведев, çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе çыхăннă хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене хускатнă, вĕсене вăхăтра татса памаллине палăртнă. «Пирĕн пĕр тĕллев - ачасен çуллахи вăхăтра сывлăхне çирĕплетмелли ĕçе чи çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе яма тăрăшасси», - тенĕ вăл. Çуллахи тапхăра хатĕрленнин ĕç кăтартăвĕсем çинчен калаçнă. РФ регионĕсем хушшинче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене тĕпрен юсаса çĕнетессин кăтартăвĕпе, Чăваш Ен, чи малтисен шутĕнче  лидер пулнине асăннă. Кăçалхи çул Чăваш Республикинче шкулсем çумĕнче пурĕ 438 лагерь хута кайĕ, хуласем тулашĕнче  - 21,  санаторисем – 6,  халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисем çумĕнче – 28 лагерь, палаткăсемпе йĕркеленисем – 90, канупа ĕç мелĕпе йĕркеленисем – 78. Унсăр пуçне экологи, спорт, турист мелĕпе 700 яхăн лагерь пулĕ.  2014 çулта канăва çӳрекен ачасен йышне ӳстерме палăртнă, вĕсен хисепне 81,2 процента çитерме йышăннă.  Чăваш Енри ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсене валли тĕрлĕ бюджетсенчен 968,7 пин тенкĕ пăхса хăварнă, пĕлтĕрхипе илес пулсан, 4,6 процент нумайрах. Вăтамран пĕр ачана 21 кун хушшинче çӳретме путевка хакĕ 11 748 тенкĕпе танлашĕ (2013 çулта - 10 680 тенкĕ). Кăçал пĕрремĕш тапхăрпа 4528 ача хула тулашĕнчи лагерьсемпе санаторисенче канма кăмăл тунă, 30 пин ача шкулти лагерьсенче пулĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата РФ Правительствин сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енрен Крыма канма яма 67 ачана палăртнă (камсен пурнăç условийĕ йывăр). Евпатори  хулинчи «Тимуровец» лагерье Çĕмĕрлери ачасен çурчĕнчен 10 ачана канса сывлăхне çирĕплетĕç.

 Тĕплĕнрех



26 мая 2014
18:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter