Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Предпринимательсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Енĕн хисеплĕ предпринимателĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Бизнес-пĕрлĕх пирĕн республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн куçăм вăйĕ пулса тăрать. Предпринимательсен хастарлăхне пула çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ, инноваци технологийĕсемпе управлени меслечĕсем пурнăçа кĕреççĕ, туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ анлăланать, вĕсен пахалăхĕ лайăхланать.

Чăваш Республикинче предпринимательсен пуçарулăхне хавхалантарас, бизнеса аталантарма меллĕ условисем йĕркелес тĕллевлĕ тухăçлă политика тытса пыратпăр.

Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене финанс, пурлăх, йĕркелӳ, консультаци, право енĕпе пулăшать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем валли инжиниринг центрĕ, çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрне, бизнес-инкубаторсем йĕркеленĕ. Шупашкар хулинче промышленноç индустрии паркĕ çĕкленет. Пĕчĕк тата  вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх енчен пулăшма уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ юлашки виçĕ çулта 1,1 млрд тенкĕпе танлашнă. Çавна май 2013 çулта кăна  2,3 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 11 пин ĕç вырăнне упраса хăварнă!

Саккунсен никĕсĕ çирĕпленет, административлă чăрмавсене сиретпĕр, Чăваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕн институтне туса хунă, патшалăх наградисен списокне çĕннине кĕртнĕ - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ". Влаç органĕсен тата омбудсмен институчĕн тĕллевĕ – çамрăк, пуçаруллă çынсене хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли условисемпе тивĕçтересси.

Пирĕн бизнес-пĕрлĕх Чăваш Ен экономикин аталанăвне, унăн инвестици илĕртӳлĕхне çĕклес, республикăра пурăнакансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене лайăхрах туяссине тивĕçтерес ĕçе малашне те курăмлă тӳпе хывасси пирки иккĕленместĕп.

Сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, çĕнĕ проектсене ăнăçлă пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатăп!                

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                          М.ИГНАТЬЕВ

 



26 мая 2014
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter