Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă

 Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ службăсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен, Михаил Игнатьев чи малтанах Чăваш Республикинче çул-йĕр инфратытăмне аталантарма хушма мерăсем йышăнни çинчен Указа алă пусса çирĕплетнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнакансемшĕн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри çул-йĕрсене сарасси, реконструкци тата çул-йĕсене тирпейлесе тăрасси пулнине палăртнă.  Йышăннă Указ Чăваш Ен тăрăхĕнче çул-йĕр ыйтăвĕсене татса пама тата вĕсене тирпейлесе пăхса тăма ирĕк панине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Петербургра пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ экономика форумĕ çинчен чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, РФ Правительстви йӳнĕ инвестици ресурсĕсем патне пыма ирĕк панине тата проекта пурнăçлама финанс енчен çул уçасси пирки палăртнине каланă. Унсăр пуçне Петербургра халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕнче Раççей историйĕшĕн пĕрремĕш хут пулса иртнĕ, инвестици климатне палăртассипе наци рейтингне туса хатĕрленине палăртнă. Пилотла рейтингра Федерацирен 21 субъект хутшăнма кăмăл тунă. Палăртнă йĕркене 54 тĕслĕ кăтартупа тишкернĕ, 4 тĕп çул-йĕрпе пăхса тухма килĕшнĕ: пĕчĕк предпринимательлĕхе витĕм кӳнипе, инфратытăм тата ресурсем, бизнеса валли институтсене хатĕрлесе çитернине.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç органĕсенче ĕçлекенсене мĕн-пур палăртнă критерисене пĕтĕмпех тишкерсе тухма чĕнсе каланă. 2015-мĕш çултан пуçласа, рейтинга пилотлă тума пăрахăçлаççĕ. Бизнес тытăмăн эффективлăх ĕçне РФ мĕн-пур регионсенче хаклама тытăнĕç. «Чăваш Енре нумай ĕç тунă. Бизнесменсене малашне те пулăшса пырас ĕçе  тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн ума çăмăлах мал тĕллевсем лартнă, çапах та вĕсене пурнăçлассипе пурин те тăрăшмалла», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Чăваш Енре шкул ачисем Пĕрлĕхлĕ патшалăхăн  экзаменне еплерех хатĕрленнин ыйтăвĕсемпе калаçнă. 2014 çулта ППЭ математикăпа тата вырăс чĕлхипе пурĕ 7100 çын тытма кăмăл тунă, 2014 çулта ППЭ тытарассипе пĕлтĕрхи кăтартусене шута илсе, хушма мерăсем йышăннă. Экзаменсем тытармалли ятарлă вырăнсен хисепне оптимизациленĕ. Кăçал вĕсем -38, пĕлтĕрхи çул 43 пункт пулнă. ППЭ хутшăнакансем валли кунĕ çĕрĕпех 57-21-60 тел ĕçлет, тематика сайчĕ те пур (www.ege21.ru). Вĕренсе тухакансем хушшинче тăтăшах ăнлатару ĕçĕсем йĕркеленĕ. Пĕлтĕр пур пунктра та экзаменсем  вăхăтĕнче видео сăнавсем вырнаçтарнă пулнă, ытти тĕрĕслев хатĕрĕсем те çителĕклĕ таран.  Экзамен тыттармалли материалсемпе палăртнă кун çеç тивĕçтерме йышăннă. Михаил Игнатьев шкул пĕтерекенсем умĕнче пысăк тĕллев пулнине каланă. Чи пахи тата кирли, кашни ачан хăйĕн пĕлĕвне кăтартма пĕлесси», - тесе чĕнсе каланă Пуçлăх.  Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Олег Павлов, çуллахи вăхăтра çынсен пурнăçне сыхласа хăварассипе çыхăннă мероприятисен ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă,  шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пуласси ыйтусем çинчен те чарăнса тăнă. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Республикинче шыв объекчĕсенче пурĕ 68 тĕслĕхе шута илнĕ, 61 çын шывра путса вилнĕ, вĕсенчен 10 ача. 2013 çулта ачасем путса вилнĕ тĕслĕхсем икĕ хут ытларах ӳссе кайнă. Айăпĕсем вара, аслисем, ашшĕ-амăшĕсем тимлĕ пулманнипе çыхăннă. Кăçал Чăваш Республикинче 8 тĕслĕх шута илнĕ, вĕсенчен 5-шĕ хăйсен пурнăçне вăхăтсăр татнă, вăл шутра пĕр ача пурнăçран уйрăлса кайнă. Кăçал республикăра шыва кĕме 16 пляж хатĕрлеме пăхса хăварнă тата 18 ятарлă шыва кĕмелли вырăнсем палăртаççĕ.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников республикăра кăçалхи çулла пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттермели спорт мероприятийĕсем пирки каласа хăварнă. Вĕсен хисепĕ пурĕ 18 та пулĕ, пĕр мероприятийĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулать. Çĕртме уйăхĕн  10-12-мĕш кунĕсенче Раççейри пенсионерсен Спартакиади иртĕ. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕ таран Шупашкарта IX-мĕш хут ирттерекен Европа чемпионачĕ каратэ енĕпе ăмăртусем  иртĕç. Пĕтĕм Раççей, тĕнче шайĕнче Чăваш Енре ăмăртусене ирттери, паллах, пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене йĕркелесе ирттерме федераци бюджетĕнчен 15 млн. 600 пин тенкĕ пăхса хăварма йышăннă.  Шупашкарта иртнĕ VII-мĕш кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов паллаштарнă. Фестиваль эрнинче пурĕ 60 яхăн режиссерсем, артистсем, продюсерсем, кино ӳкерекенсем, критиксем пухăннă. 120 тĕрлĕ мероприятисенче Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасем 15 пине яхăн çын хăйсен кăмăлне тултарнă.



26 мая 2014
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter