Тăвай районĕ: пурнăçа тулăхрах, илемлĕрех тăвас тесе

Райадминистраци пуçлăхĕ ирттерекен ĕнерхи планеркăра чи пĕлтерĕшлĕ, программăллă ĕçсен шутĕнче халăх пурнăçне куллен лайăхлатса пырас задачăна палăртнă. Вăл кирек мĕнле ĕçре те палăрма тивĕç. Апла пулсан, кашни çыннăн хăйĕн ĕçне туллин, яваплăха туйса пурнăçласа пымалла.

Июнĕн 12-мĕшĕнче - районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - "Акатуй-2014". Уяв Тăвайри спорткомплекс территорийĕнче иртет пулсан та, ăна кашни яла, кашни урама, пĕтĕм тавралăха тасатса, тирпей-илем кỹмелле. Уява хатĕрленес енĕпе пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ ĕç çук.

Çуллахи вăхăтра вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки самантлăха та манма юрамасть. Унран сыхланмалли йĕркесене пурин те çирĕп пурнăçламалла. В.Ванерке ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вут-кăвартан сыхланса пур пичке-цистернăсене те шывпа тулли тытма хушнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Чайкин усă курмасăр выртакан çĕрсене "халăх инвентаризацийĕ" тăвас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Вăл çавăн пекех çĕр пайĕсен харпăрлăх правине йĕркелес ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă.

Çу кунĕсем юхан шывсемпе пĕвесенче те тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем йĕркелемелле, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.

Планеркăра çавăн пекех полицин тата надзор ĕçĕсен уйрăмĕсен начальникĕсем В. Обаськинпа В.Михайлов тата районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова тунă информацисене итленĕ, район пурнăçĕн ытти ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.



27 мая 2014
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter