Элĕк районĕ: хушма хуçалăх аталанать

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче Элĕк районĕнче 163 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 34 млн та 846 пин тенкĕлĕх кредит илме килĕшÿ çырнă. Халăх ытларах çăмăллăхлă кредитпа усă курасшăн. Ку ыйтупа ял тăрăхĕсенчи специалистсем документсене тĕплĕ тата хăвăрт хатĕрлеме пулăшнипе кăмăллă çынсем. Сăмах май, хушма хуçалăха аталантармалли наци программи пурнăçланма тытăннăранпа элĕксем пурĕ 620 млн та 475 пин тенкĕлĕх 4117 кредит илнĕ. Ку районта çак тĕллевпе усă курнин 46,2 проценчĕпе танлашать.

Ял çынни çăмăллăхлă кредитпа ăратлă выльăх-чĕрлĕх, техника туянма, витесемпе фермăсем çĕклеме, пуррине çĕнетме усă курать. Хăш-пĕр çемье сăвакан 6-10 ĕне тытать ĕнтĕ.



27 мая 2014
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter