Наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ирттернĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Преступленисене тупса палăртас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ профилактика ĕç кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Андрей Тимофеев тата Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн  ĕçĕсене вăхăтлăха  йĕркелесе пыраканĕ  Валерий Самаркин тĕплĕн паллаштарнă. Кăçлалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕнче шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕсем Шупашкар хулипе Çĕнĕ Шупашкар территорийĕсенче наркопритонсемпе çыхăннă, йĕркене пăснă виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Республикăри  наркологи диспансерĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çул 25 çын дезоморфинпа алхаснă тĕслĕхсене шута илнĕ пулнă. Республика Пуçлăхĕ влаç органĕсенче  тата право хуралĕнче тимлекенсене  общество организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе хăварнă. «Палăртнă ыйтупа çирĕп йĕрке пулмалла. Ун чухне тин йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса явап тыттарма май килĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова пĕлтĕрхи çул наркотиксемпе усă курассинчен хирĕç кĕрешессипе тата вĕсен çаврăнăшне чарса лартассипе республикăра 2010-2020 çулсем валли йышăнса хăварнă тĕллевлĕ программа еплерех пурнăçланин ыйтăвĕпе калаçнă. Канашлăва пухăннисем,  чирлекен çынсене комплекслă сиплес тесе, регионта центр йĕркелесе ярассин ыйтăвне çӳтсе явнă. Атăлçи федераллă округа кĕрекен 14 субъектран, виççĕшĕнче çеç, вăл шутра Чăваш Енре çакнашкал центр çуккине палăртнă. Организăма наркăмăшланă çынсене Республикăри наркологи диспансерĕнче медицина  пулăшăвĕ парса тивĕçтереççĕ, паллах общество организацийĕсене асăннă ыйтупа явăçтарман. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви Шупашкарта халăха социаллă пулăшу паракан центр бази çумĕнче координаци тытăмне йĕркелеме сĕнет. Ун чухне вара общество организацийĕсем те наркомансемпе кĕрешес ыйтусемпе тĕрлĕ методикăсене хатĕрлеме пултарассине каланă.  Ачасен çуллахи кану вăхăтăнче, профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли ыйтусемпе Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă. 2014 çулта çуллахи кану лагерьĕсенче, вĕт-шакăрсем,  82 процента çитиех пулĕç.  Педагогсен  çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлемелле. Ачасем усал ĕç тăвасран, кулленех тĕрлĕ культурăпа спорт мероприятийĕсене явăçтарма палăртса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вожатăйсене тĕплĕн суйласа илсе ĕç вырăнĕсене тăратма сĕннĕ. Усал наркăмăшла япаласенчен хăтăлас тĕлĕшпе тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелемеллине асăрхаттарса хăварнă. Паян çамрăксене пирус туртассинчен хăтарас ыйтăва та куçран вĕçертме юрамасть, - тенĕ канашлăва пухăннисем. Тĕплĕнрех



27 мая 2014
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter