Елчĕк районĕ: «Кêнеке – паха тупра, эсê âна ялан упра»

   «Тêрêс калатâр, ачасем, этемлêх пêлêвêн пуянлâхê – кêнеке, мêншêн тесен вêсенче халâх пурнâçê, историйê, âс-хакâлê упранать. Кêнеке – пирêн вêрентекен, кирлê канаш, âс паракан чи шанчâклâ та çывâх юлташ. Кêнеке пире юхан шывсем, вâрмансем, улâх-çарансем тâрâх çул çÿреве илсе каять. Тêлêнмелле халапсем каласа парать, çêнêлêхпе паллаштарать, асамлâ япаласене курма, туйма вêрентет, вêсен тêп çурчê вара библиотека», - шâпах çакâн пек сâмахсемпе пуçланчê «Кêнеке – паха тупра, эсê âна ялан упра» ятпа иртнê библиотекâна, кêнекене тата вулакана халалласа Патреккел ял вулавâшêнче ирттернê вâйâ сехечê.

Библиотекâсен кунне Российâра майâн 27-мêшêнче паллâ тâваççê, библиотекарьсене, вулакансене саламлаççê. Шâпах çак кун 1795-мêш çулта Российâра пêрремêш библиотека êçлеме пуçланâ. Ģамрâк вулакансем тêрлê конкурссенче âмâртса хâйсен тавра-курâмне пуянлатрêç, кêнекепе яланах туслâ пуласса шантарчêç.

Вулакансем кêнеке "хурâнташне" те асâнса хâварма манса каймарêç. Чылай кêнеке, пособи, словарь электрон хатêрê çинче упранать. Вêсемпе ачасем те, аслâ âрури çынсем те килте, вêренÿре, êçре час-часах усâ кураççê.

Вулавâш êçченê  Тамара Николаевна ачасене пирêн Республикâн Наци библиотекинчи Президент библиотекин вулав залê çинчен те âнлантарса пачê. Кунти мêн пур информаци электрон хатêрêнче упраннине, материалпа компьютер технологийêсене алла илнê пур çын та кирек хâш вâхâтра та усâ курма пултарнине пêлтерчê.



27 мая 2014
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter