Вут-кăвартан сыхланар!

Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, республикăра пурăнакансене вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çӳреме чарнă. ЧР Министрсен Кабинечĕ ятарласа йышăну кăлариччен вут-çулăм хăрушлăхне хирĕçле лару-тăру туса хума йышăннă. Кабинет хушăвне федерацин «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен», республикăн «Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккунĕсемпе килĕшӳллĕн, шăрăх кунсенче пушар тухсан çийĕнчех сӳнтерес тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Типĕ курăка, çатăркана вут хыпса илесрен асăрханмалли тапхăрта республикăра пурăнакансене /чăтлăх-вĕтлĕхре ĕçлекенсемсĕр пуçне/, автотранспорта пачах вăрмана кĕртмеççĕ. Ешĕллĕх витĕр çӳрекен, пурте усă куракан автотранспортшăн тата вут-кăварпа кĕрешекен службăшăн çеç вăрманти çула барьерпа пӳлмеççĕ. Чăрăшлăх-хырлăхра вут чĕртме, йăлари хытă каяш, çӳп-çап çунтарма, типĕ курăк тăрăх вирт яма, пушар кăларма пултаракан ĕç тума юрамасть. Çак кунсенче кашни район-хула вăрманĕ таврашĕнче вут-çулăмпа кĕрешекен службăсем рейд ирттереççĕ. Комисси пушартан сыхланмалли йĕркене пăхăнман çынсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарса штрафлама йышăнать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви республика халăхĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтать. Çатракана вут хыпса илнине асăрхасанах телефонпа васкавлăн шăнкăравласа пĕлтермелле.



28 мая 2014
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter