Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ  ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, хăйĕн сăмахĕнче тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртсе хăварма ыйтупа тухнă. Енчен те ачасене çемьесене илес пулсан, малтанласах вĕсене çулталăклăха пĕр-пĕрин çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕлĕшпе, опека органĕпе ятарлă ĕç хутне, кайран вара яланлăхах ачасене усрава илме йышăнăва çирĕплетмеллине пулĕ. Палăртса хăваратпăр, паянхи куна Чăваш Енре 3587 тăлăха юлнă ача шутланать, вĕсенчен 90 проценчĕ ырă çемьесенче хăйсен хӳтлĕхне тупнă. Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Герасимов, Чăваш Республикинче 2015-2019-мĕш çулсенче электроэнергие перспективлă майпа аталантарасси программăн тытăмĕпе паллаштарнă. Программăн тĕп тĕллевĕ - инфратытăмăнăн сетне аталантарасси. 2015-мĕш çулта Чăваш Республикинче патшалăх пурлăхне приватизацилес тата планпа пăхса хăварнă 2016-2017-мĕш çулсем валли йышăннă ĕçсем çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин  тĕплĕн паллаштарнă. 2015 çулта «Плодопитомник «Батыревский» пĕрлешĕвĕн акци пайĕсене 100 процента çити приватизацилеме палăртса хунă. «Газпром межрегионгаз Чебоксары»  пĕрлешĕвĕн пайĕсене 22,73 процента çити. Енчен те 2015 çулта приватизацилес программăна пурнăçа кĕртме май килсен, Чăваш Республикинчи республика хыснине 101 млн. тенкĕллĕх тупăш кĕме пултарать.  Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисене, хăйсен тытăмне кĕрекен учрежденийĕсен ĕçне тепĕр хут тишкерсе тухма сĕнсе хăварнă. Михаил Игнатьев, паянхи кун, енчен те предприятисемпе учрежденисем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтермеççĕ пулсан, вĕсенчен хăтăлма тăрăшмаллине асăннă. Коммерци енĕпе ĕçлекен предприятисене приватизацилени, пĕр енчен Чăваш Республикин республика бюджетне хушма тупăш кĕртет, тепĕр енчен каласан, предприятине, хăйне аталанса пыма хушма вăй кӳрет. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет укçи-тенкипе çыхăнă ыйтусем çинчен калаçнă. Ăнсăртран инкеке лекнисене валли пулăшу уйăрмалли пайсем пирки каласа хăварнă. Паянхи ларура, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен, тĕрлĕ пуçаруллă ĕçĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшĕпе, федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди парса тивĕçтернин ыйтăвĕсем пирки те калаçу хускатнă. Палăртнă гранта тивĕçнисем 2014 çулта Шупашкар районĕнчен тата Етĕрне тăрăхĕнчен. Муниципалитет çинче тăракан объектсене, гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен субсидие валеçмеллин йĕркине пăхса тухнă, 2014 çулта пурĕ 12,4 млн. тенкĕ уйăрса хăварнă, ĕçсене Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă тăрăхĕсенче йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Тăлăха юлнă е тата йывăр пурнăç условине лекнĕ ачасем, патшалăхăн аслă вĕренӳ заведенийĕсене пĕлӳ илме вĕренме кĕнĕ, вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ пулсан, 6307 тенкĕрен кая мар стипенди тӳлеме, республика бюджетĕнчен укçа пăхса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче халăхсене тивĕçтермеллин газшăн хаксене те çирĕплетнĕ. 2014 çулта утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен, Чăваш Республикинче халăха тивĕçтермеллин курттăм хак шайĕ 1000 куб.м. – 3057 тенкĕ пулĕ. 2012-2020 çулсем валли йышăннă вĕренĕве аталантарас енĕпе Чăваш Республикин патшалăх программине ылмашусем кĕртнĕ. Пĕлтĕрхи çул вĕренӳ енĕпе курăмлă çитĕнӳсем тунине кура, 2014 çулта Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен  17,4 млн. тенкĕ пама палăртнă. Министрсен Кабинечĕн  ларăвне хутшăннисем Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин  йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службин очетне итленĕ, кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



28 мая 2014
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter